АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса складсем кĕçех çĕнĕ тырăпа тулĕç

23 июля 2016 г.

Таса складсем кĕçех çĕнĕ тырăпа тулĕç

Çĕр çинче ĕçлесе тăранса пурăнакансем яланах çăкăра асла хунă. Вĕсене мухтаса çыравçăсем те тĕрлĕрен сăвă-юрăсем çыраççĕ...  тата ытти те. Çăкăр пĕçерсе сĕтел çине çитиччен вара вăйне те нумай хумалла: тыр-пулне акса туса илмелле, пухса кĕртсен тивĕçлипе упрамалла, çавăнпа та çăкăр пысăк хисепре. Тĕш тырра упрама ятарласа тырă йышăнакан предприятисем ĕçлеççĕ

Кун пек предприяти /малтанхи çулсенче ăна çынсем элеватор тесен пĕлнĕ/ пирĕн районта та ăнăçлă ĕçлесе пырать. Кĕçех кунта умлăн-хыçлăн автомашинăсем тырă турттарма тытăнĕç. Çак куна хатĕрленсе кунта кашни çулах тĕрлĕрен ĕçсем пурнăçлаççĕ. 2016 çулхи çĕнĕ тырра кĕтсе илсе складсен çивиттийĕсенчи шифера улăштарса шуç тимĕрпе витнĕ, пÿлмесене пурне те дезинфекцилесе шуратнă, алăкĕсем те çĕннисем, вентиляцисене пăхса тухса юсанă, вĕсем те кĕçех пĕр тикĕссĕн ĕçлеме тытăнĕç. Тырă йышăннă вăхăтра унăн пахалăхне тĕрĕслекен производствăпа технологи лабораторийĕнчи тĕрлĕ приборсене тĕрĕслеттернĕ, çĕннине те туяннă, кунта тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Тырă типĕтекен агрегатсене иккĕшне те тĕпренех юсанă. Вĕсене çак ĕçре кÿршĕре вырнаçнă механика завочĕ питех те нумай пулăшнине палăртать предприяти директорĕ В.Александров, вĕсене тав сăмахĕ калать. Кÿршĕпе туслă пурăнсан ĕçĕ те ăнса пырать пулĕ çав. Кивĕ оборудованине юсанипе пĕрлех кашни çулах мĕн те пулин çĕннине туянаççĕ. Акă, иртнĕ çул 300 пин тенке яхăн тăракан тырă ывăтакан /зерномет/ туяннă, çав хушăрах 3 млн тенке яхăн юсав ĕçĕсем тунă. Складсен, тараса /весы/ умĕнчи лаптăксене, тырă типĕтекен агрегатсем тавра тата типĕтсе кондицие çитнĕ тырă склада саланакан вырăн /нори/ çумĕнчи лаптăксене юсаса бетон сарса тирпейленĕ, территорири çулсенчи лакăмсене те вак чул сарса тухнă. 
Çынсен ĕçри хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшса, инкек таврашĕ килсе тухас пулсан асăрхануллă пулмалли пирки кашни ĕçченпе уйрăмшарăн калаçу ирттернĕ, пушар щичĕсем те йĕркеллĕ. Тĕрĕслÿ комиссийĕ те хăрушсăрлăх енĕпе тунă ĕçсемпе кăсăкланнă.
Пĕлтĕр ку предприятине 6 пин тоннăна яхăн тырă пырса кĕрсе тухса кайнă. Ку енĕпе Чăвашхлебопродукт тытăмне кĕрекен ытти районти тырă йышăнакан предприятисем хушшинче малтисен йышне тухса диплома тивĕçнĕ вĕсем. Предприятинче тырра упрама та йышăнаççĕ, çавăн пекех фуражлăх тырă туянса выльăх-чĕрлĕх валли хутăш апат хатĕрлесе халăх ыйтăвне тивĕçтереççĕ. Тĕрлĕ сортлă шурă çăнăх, макарон изделийĕсем, отруби тата ытти те сутаççĕ. Çак ĕçсене кунта вăй хуракан 21 çын пурнăçлать, вĕсемсĕр пуçне хĕрÿ ĕççире ĕçлеме районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центртан виçĕ çынна ĕçе илнĕ. 
Çак материала пичете хатĕрленĕ тĕле предприятине 100 тонна яхăн тулă турттарса килнĕ. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика