АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен тата Китай: ĕçтешлĕх малашлăхĕ пысăк

23 июля 2016 г.

Чăваш Ен тата Китай: ĕçтешлĕх малашлăхĕ пысăк

РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ М.Бабич тата Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ян Цзечи ертсе пынипе Ульяновскра Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем тата КНРти Янцзы шывĕн Çÿлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем «Атăл-Янцзы» форматпа тачă çыхăну тытса ĕçлемелли канашăн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев хутшăннă.

М.Бабич полпред Раççейри тата Китайри регионсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлемелли çул-йĕре палăртнă. Паян вĕрентÿ, культура учрежденийĕсем аван çыхăну йĕркеленĕ. Пысăк технологиллĕ инноваци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе пĕрле ĕçлемелли майсем анлă. «Атăл-Янцзы» формат кĕске вăхăтрах икĕ ен регионĕсен ĕçтешлĕхĕн тухăçлă механизмĕ пулса тăнă. Пĕрле пурнăçлакан инвестици проекчĕсем те нумай - 60 ытла.
Ян Цзечи палăртнă тăрăх - Атăлçи округĕнчи регионсемпе Китай провинцийĕсен ĕçтешлĕхĕ пур енлĕн вăй илет, ĕç кăтартăвĕсем те курăмлă. Чăваш Ен Янцзы тăрăхĕнчи регионсемпе ĕçлĕ çыхăну тытни çинчен ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев каласа панă. Унăн шучĕпе - çак çыхăну икĕ ен регионĕсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне хăват пама тивĕç. «Эпир икĕ халăх çывăхланмалли, икĕ еншĕн те тупăшлă экономика çыхăнăвĕсене аталантармалли условисем йĕркелес тĕллевпе çине тăрса ĕçлетпĕр», - тенĕ вăл. Чăваш Ен Чунцин хулипе тата Сычуань провинцийĕпе çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшÿсене алă пуснă, вĕренÿ организацийĕсем туслă çыхăну йĕркеленĕ. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Енре паян Испанипе Германири, Сербипе Италири тата Японири тĕнчипе паллă компанисем ĕçлени çинчен каланă. Чăваш Ен конкуренцие аталантарма пулăшас енĕпе регионсен рейтингĕнче улттăмĕш вырăн йышăнать, инноваци аталанăвĕн рейтингĕнче - саккăрмĕш вырăнта.
М.Игнатьев тата Аньхой провинцийĕн кĕпĕрнаттăрĕ Лю Ли ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Китайри Аньхой провинцийĕн Халăх правительстви суту-илÿпе экономика, наукăпа техника тата гуманитари енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика