АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăй хурса пухнине тата мĕн пуррине кăтартма именмелле мар

20 июля 2016 г.

Вăй хурса пухнине тата мĕн пуррине кăтартма именмелле мар

Июлĕн 1-мĕшĕнчен çĕршывра Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ пуçланнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Пирĕн районта çырав ирттерме шаннă уполномоченнăй ĕçлет, пурĕ 25 переписчик тата 4 инструктор участокĕ. Кашни инструктор участокне 6-7 переписчик тивет. Вĕсене Чăвашстат экипировкăпа, портфельпе, çырав символикин япалисемпе, канцеляр хатĕрĕсемпе, планшетпа тивĕçтернĕ. Çырав ирттерме тесе шаннă çынсем хăйсен яваплăхне туйса ĕçлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн районта çырав ирттерессин палăртнă планне 56 процент ытла пурнăçланă. Акă, тĕслĕхрен, вĕсенчен чи лайăх ĕçлекен çыравçăсенчен пĕри 4-мĕш инструктор участокĕнчи 6-мĕш шутлав участокĕпе ĕçлекен Людмила Ильинична Чернова хăйне шанса панă шутлав участокĕнчи кил хуçалăхĕсене çитсе килме те ĕлкĕрнĕ. Çыравçăсем çынсене Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕн кăтартăвĕсем аграри политикин тĕп çул-йĕрне аталанма, çĕршыва апат-çимĕçпе тивĕçтерме пулăшакан мерăсем йышăнма тата ял çыннисен пурнăçĕпе условийĕсене лайăхлатма пулăшнине каласа ăнлантараççĕ. Кĕскен каласан, халăха кирлĕ информаципе туллин тивĕçтереççĕ. Çыравăн тĕп тĕллевĕ - усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, ялхуçалăхне аталантарма патшалăх енчен тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿресси. Пирĕн районта çырав палăртнă йĕркепе пулса пырать.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ПЕТРОВА, Чaвашстатaн пирeн районти ертсе пыракан специалисчe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика