АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «АККОНДран» парне - «Хĕрлĕ ялав»

20 июля 2016 г.

«АККОНДран» парне - «Хĕрлĕ ялав»

«Ырă туни яланах ырăпа таврăнать», - теççĕ. Акă, Арапуçĕнчи аслă çулхи çынсемпе инвалидсене стационарлă социаллă пулăшупа тивĕçтерекен уйрăмра паянхи кун тăван районти тĕрлĕ ялсенчен 23 çын хÿтлĕх тупнă.

Вĕсем кунта хăйсене килти пекех туйччăр, сывлăхĕ тĕлĕшĕнчен ан хавшаччăр, пурăнмашкăн хевте ан чактăр, пурнăçпа пĕр тан пыччăр тесе социаллă ĕçченсем май çитнĕ таран тăрăшаççĕ, вĕсен хăтлăхĕшĕн «АККОНД» акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов та спонсорла пулăшу кÿчĕ. Кун пирки малалла тĕплĕнрех. Чăн та, районта, республикăра, çĕршывра мĕн пулса иртнине сенкер экрана пăхса кăна мар, тĕрлĕ хаçат-журналтан вуласа пĕлеççĕ. Чылай хаçат-журнала çырăнса илеççĕ кунта, çапах районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçат вĕсемшĕн чи çывăххи, чи чăтăмсăр кĕтекенни иккен. Çапла хаçата вĕсем патне илсе çитерсенех чăн малтан район хыпарçине мĕн пуçласа вĕçне çитичченех вулаççĕ. Ку хутĕнче те пурте пĕрле пухăнса çемçе диван çине вырнаçрĕç, кунта хÿтлĕх тупнă Ю.Александрова куçлăх витĕр пурте илтмелле васкамасăр вулама тытăнчĕ. Ыттисем вара ăна тимлĕн итлеççĕ. Е тата тепĕр чух кашниех хăйĕн уйрăм пÿлĕмĕнче ларса вулама пултарать. Халĕ кашни ватă çыннăн аллинче район хаçачĕ пур, вĕсем унпа тĕплĕн паллашаççĕ, пĕри хăйне кирлĕ материалĕсене касса майлаштарса пырать, тепри хаçатăн черетлĕ номерĕсене çĕлесе пухать. Ку çеç-и-ха? Вĕсене хаçатпа татах та тачă çыхăнма май парать çакă. Сăмахран, кунта хÿтлĕх тупнă Е.Кузьмина хаçата тăтăшах çырса тăрать. Хăйĕн материалĕсем пичетленсе тухсан вăл вĕсене тирпейлĕн касса илсе пĕр çĕре пухать, типтерлĕн упрать. Кирлĕ кун вĕсемпе усă курать. Халĕ вăл çаплах туса пыма май пурришĕн хĕпĕртерĕ. Пурте вĕсем савăнаççĕ, ватăсене манманнишĕн, сума суса пулăшу кÿрекен «АККОНД» АО генеральнăй директорне В.Иванова чĕререн тав тунине пĕлтереççĕ. Сăмах май, Валерий Николаевич Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Вăрмарти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комплекслă центр» ЧР бюджет учрежденийĕн тытăмне кĕрекен Арапуçĕнчи аслă çулхи çынсемпе инвалидсене стационарла социаллă пулăшупа тивĕçтерекен тата йывăр çемьесемпе ачасене социаллă пулăшу паракан уйрăмсене районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçата 2016 çулхи иккĕмĕш çур çула пурĕ 47 экземпляр çырăнса пачĕ. Йывăр çемьесемпе ачасене социаллă пулăшу паракан уйрăмри шкул çулĕнчи ачасем те районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатпа туслă çыхăну тытаççĕ. Пурте пĕрле пухăнса хаçатăн черетлĕ номерĕпе тимлĕн паллашаççĕ. Халĕ вĕсем çак çыхăнăва татах та вăйлатма пултарасси пирки иккĕленÿ çук, мĕншĕн тесен кунти кашни ачан аллинче халĕ хаçат пур. Ку вăл вĕсемшĕн пысăк парне. Çакăншăн вĕсем çав тери хавас.              

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика