20 июля 2016 г.
Çумкурăк айне пулнă, темиçе çул усăсăр çеремленме пуçланă уй-хирсене курсан тĕлĕнме пăрахрăмăр эпир. Суту-илÿ экономикин саманин тĕлĕнтермĕшĕ, ялсем пушанса юлчĕç, пенсири ватă çынсем кăна пурăнаççĕ, çамрăксем хулана пурăнма куçаççĕ. Тĕп сăлтавĕ - ялхуçалăх отраслĕ пĕр вăхăт шăплăхра пулнинче. 1917 çулхи революцин тĕллевĕсенчен пĕри - çĕре хресченсене памалли пулнă. Большевик-коммунистсем влаçа алла илсе, çĕнĕлле ĕçлеме тытăннă. 1928-1930-мĕш çулсенче колхозсем, совхозсем йĕркелеме пуçларĕç. 1990 çулта демократи сăмах халăхра саланчĕ. Çичĕ-сакăр, тăхăр ялсенчен тăракан пысăк совхозсене пĕчĕклетме тытăнчĕç. Пĕчĕк колхозсене пĕрлештерсе тунă совхозсене çĕнĕрен, пĕчĕк колхоз-юлташлăхсене пайларĕç. Панкрут сăмах вăй илчĕ. Акă илер-ха, тĕслĕхрен, Вăрмар районĕнчи 25-мĕш партсъезд ячĕпе хисепленнĕ совхоза. Совхоз тăхăр ялтан тăнă. Кашни ялĕнче тенĕ пекех сысна фермисем е ĕне фермисем пулнă, сурăх ферми те совхозра хисепре пулнă. Кунта 3000-4000 ĕне выльăх усрамалли, самăртмалли ?выльăх шучĕ, тен, тĕрĕс мар/ комплекс ăнăçлă ĕçленĕ. Тăхăр ялта пурăнакан çынсем валли совхозра ĕç вырăнĕ пулнă. Каярахпа тĕрлĕ сăлтавсене пула совхоза виçĕ пая уйăрса «Бишевский», «Шибулатовский», «Яниковский» йĕркелерĕç. Совхозра кашни çул тухăçлă тырпул туса илнĕ. Совхоз районта çеç мар, Чăваш Республикинче те малта пыраканнисен шутĕнче шутланнă. Фермер сăмах хисеплĕ сăмах пулчĕ. 25-мĕш партсъезд ячĕпе хисепленекен совхоза салатса йĕркеленнĕ виçĕ колхоз паянхи вăхăтра çук. Вĕсем панкрута тухнă. Халиччен «Гигант» колхоза кĕнĕ пулнă, кайран - «Бишевский» колхоза - Вăтам Энĕш юханшывĕ çумĕнче вырнаçнă уй-хирсенче кашни çул тухăçлă тырпул çитĕнтернĕ. Юлашки çулсенче халăх темшĕн çĕртен ютшăнчĕ, никама та кирлĕ мар. Çĕрсем пушă выртса çумкурăк айне путрĕç. Çакăн пек пушă, усă курман çумкурăк айне пулнă çĕрсем манăн тăван ялта миçе гектар шутланаççĕ-ши? Вĕсене шута илеççĕ-ши? Çумкурăк айне пулнă, пушă выртакан уй-хирсене курсан чун ыратать, çавăнпах çыратăп, тен, çырма кирлех те марччĕ пулĕ?
А.ВИШНЕВСКИЙ. Энтрияль ялĕ.
Редакцирен: çакăн пек содержаниллĕ çыру килчĕ Энтриялĕнчи А.Вишневскинчен. Унăн чун ыратăвне кăштах та пулин сирес тĕллевпе Энтрияль ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Е.Васильевăпа калаçрăмăр. Вăл пире çапла хуравларĕ: «Чăнах та çĕр ыйтăвĕ юлашки вăхăтра питех те кăткăсчĕ, çĕр пушă выртни пурне те пăшăрхантарчĕ. Çак пулăм вăл пирĕн районта, ял тăрăхĕнче кăна маррине пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа та çĕр лаптăкне ĕçе кĕртес тесе тĕрлĕрен майсем шыратпăр. Пирĕн ял тăрăхĕ 4 пин те 867 гектар çĕр йышăнать, çав шутран 2 пин гектара яхăн - çĕр пайĕсем. Çак çĕр çинче чылайăшĕ акса-лартса илеймерĕç, вĕсем çумкурăкпа хупланчĕç. Вĕсене ĕçе кĕртес тĕллевпех çĕре харпăрлăх çине куçарас ĕçпе малалла тăрăшатпăр. Çĕр çинче ĕçлеме пултаракан çынсене шыратпăр. Акă, «Свебрата» тулли мар яваплă обществăпа 459 гектар çинче акса-лартса туса илме 5 çуллăха килĕшÿ турăмăр. Хуçисем çук çĕрсене суд урлă харпăрлăх çине куçарассипе ĕçлетпĕр. Хальхи вăхăтра «Бишевский» колхозăн çĕрĕ пулнă 25 çыннăн пайĕ, «Шибулатовский» колхозăн 50 çыннăн пайĕ çĕр çинче ĕçлекен хуçисене кĕтет. Кăçалхи апрель вĕçĕнче 43,7 гектар çĕре Ю.Степанов ялхуçалăх культурисем туса илме килĕшÿ турĕ, тепĕр 338 гектар çĕре суту-илÿ тăрăх килĕшÿ тума хатĕрлетпĕр тата ытти тĕрлĕрен майсем шыратпăр. Çапла вара усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе пĕчĕккĕн ĕçлетпĕр».
Источник: "Урмарская районная газета"