20 июля 2016 г.
Енчен те эсир интернет урлă мĕн те пулин сутас терĕр пулсан, тимлĕ пулăр! Таварне те сутаймастăр, банк счечĕ çинчи укçасăр та тăрса юлма пултаратăр. Ултавçăсен тĕрлĕ чеелĕхĕсене ан ĕненĕр! АВИТО урлă кирек епле çын та сутмалли пĕлтерÿ вырнаçтарма пултарать, çакăн валли регистрациленнĕ чухне сутаканăн телефон номерĕ е электронлă адресĕ кăна кирлĕ. АВИТО урлă япала сутакансене ултамалли мелсем темĕн чухлех шутласа кăларнă. Чи малтанах ултавçăсен серепине укçана банк карти урлă илекенсем лекеççĕ. Сирĕнтен чăнласах та япала туянатăп тесе ултавçă Перекет банкĕн карти урлă укçа куçарса пама шантарать. Ултавçăна çак паллăсемпе уйăрса илме пулать: туянакан урăх регионтан шăнкăравлать, тавара пăхмасăрах туянма хатĕр, тÿлемелли ытти майсемпе килĕшмест; туянакан куçа-куçăн тĕл пулма хатĕр мар, тавара ăçта çитерсе памалли адреса каламасть. Туянакан-ултавçă сире карта номерне, ятне, кодне калама ыйтать. Унтан, карта номерне пĕлсен, укçа куçарса пама тесе смс-ри кода ыйтса илет. Тĕрĕссипе вара ку интернет-банка кĕмелли код. Çапла майпа ултавçă сирĕн счетсем çинчи укçана куçарса илейрет. Урăх вариантсем те пур.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ВАСИЛЬЕВ, РФ ШEМeн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрaмeн начальникeн заместителe.