АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисене, ăнкаруллисене ĕçе хăнăхтарнă е Вăрмарти сивĕтмĕш пирки пĕр-ик сăмах

16 июля 2016 г.

Пултаруллисене, ăнкаруллисене ĕçе хăнăхтарнă е Вăрмарти сивĕтмĕш пирки пĕр-ик сăмах

1893 çулхи июнĕн 23-мĕшĕ. Çĕнĕрен çĕкленнĕ Вăрмар станцинелле пассаржисем турттаракан пирвайхи пуйăс килни курăннă. Чăшт-чăшт тутарса пăравус хуранне шыв тултармашкăн  башня умнех пырса чарăннă. Вакунсенчи алăксем уçăлнă та ятарлă тумсем тăхăннă çынсем тухнă, вĕсем станцири тинтерех хăпартса лартнă ик-виç çурта пăхса çаврăннă та хут çине паллăсем картса хунă: кунта вокзал, ав лере пакгауз, тепĕр енче пурăнмалли çуртсем пулĕç тенĕ. Çывăхри ялсенчен ятарласах тĕлĕнтермĕше курма пухăннă халăх пăравус çине те, ун хыççăн кăкарнă темиçе вакуна та тĕсесе сăнанă - акă еплерех иккен вăл пуйăс тени! Çапла çитнĕ Вăрмар тăрăхне 19-мĕш ĕмĕр вĕçнелле цивилизаци ырлăхĕ. 

Чукун çулпа Мускав еннелле, Хусаналла каясси те, кунталла килесси те çăмăлланнă. Çакă, паллах, чи малтан суту-илÿпе çыхăннă çынсене илĕртнĕ. Вăрмара, хальхи пек каласан, уйрăм предпринимательсем те, пысăк фирма агенчĕсем те куç хываççĕ. Вĕсем поселокри Октябрьски, Ленин урамĕсен пуçламăшĕсенче пурăнмалли çуртсем, лавккасемпе чайнăйсем туса лартаççĕ. Чукун çула уçиччен Вăрмар тăрăхĕнчи суту-илÿ, хатĕрлев ĕçĕ пĕтĕмпех Кавал пасарĕнче çаврăннă. Унта ют çĕршыв çыннисен витĕмĕ палăрман-тăр. Станци йĕркеленнĕçемĕн хур-кăвакал, чăх-чĕп, çăмарта пуçтарса пайта курас текенсем Германи, Англи çĕршывĕсенченех пирĕн паталла туртăнаççĕ. Чи малтан Саксони подданăйĕ Феликс Зейфрид Луизович килет. Вăл Раççейре «Зейфред» фирма тытаканскер Вăрмар тăрăхĕнче çăмарта, хур, чăх какайĕ, тĕк-мамăк пуçтарса пысăк тупăш илме май пуррине чухланах ĕнтĕ. Çавăнпа укçи-тенкине сивĕтмĕш /холодильник/, çăмарта склачĕсем, чăх-чĕп çÿремелли картиш тумашкăн шеллесе тăман. 1897-мĕш çулта хута кайнă сивĕтмĕш Хусан кĕпĕрнипе чи пысăкки шутланнă. Кунта пусса-тирпейленĕ аш-какая çăвĕпех упрама пултарнă. Çак çурт пирки Вăрмарта тата çывăхри ялсенче пурăнакан аслă çулхи çынсем астăваççех.
Ĕç ветеранĕ Л.Кугушев çапла каласа парать: «Манăн атте, Андрей Трофимович, çак сивĕтмĕшĕн директорĕнче ĕçлерĕ. Малтан вăл çăмарта склачĕсен заведующийĕ пулнă. Эпĕ, шкул ачи, çуллахи каникулта аттене пулăшма çÿреттĕм. Çăмартана суйласа ещĕксем çине хураканниччĕ. Сĕнтĕрвăрринчи техникумра пĕлÿ илнĕ чухне те çуллахи вăхăтра сивĕтмĕшре вăй хураттăм. Сивĕтмĕшри ĕç-хĕле 70 çул урлă каçнă П.Федотов /Кивĕ Вăрмар/ йĕркелесе тăратчĕ. Хастарлăхшăн ăна Ленин орденĕпе наградăланăччĕ.
Сивĕтмĕш умĕнчи алăк тăррине эрешлесе «Холодильник Баума» тесе çырнă хăма çапса хунăччĕ. Çак çурт питĕ пысăкчĕ. Стенисене хăмаран тунăччĕ. Тап-тасаччĕ, сап-сарăччĕ хăмисем. Хушшине вĕтетнĕ пробка чышнăччĕ. Кĕмелли-тухмалли алăкĕсем хулăнччĕ. Маччине шпунтланă хăмасемпе витнĕччĕ. Çине хĕçтимĕр хунăччĕ. Хĕлле сивĕтмĕшри камерăна тултарма пĕр тăваткăл метр пысăкăш пăр катрамĕсем касса хатĕрленĕ. Вĕсене водокачкăран турттарса килсе лебедкăпа çÿле хăпартнă та сивĕтмелли пÿлĕме тултарса пынă. Шартлама сивĕ кунсенче сыхлăх тесе ятарлă стансенче шыв сапса пăр шăнтса хатĕрленĕ. Вĕсене брезентпа витсе хунă, йывăç кĕрпипе хупланă. Çуллахи вăхăтра камерăри пăр ирĕлсе чакнăçемĕн станри пăр катăкĕсене тăварпа хутăштарса пÿлĕме тултарнă. Сивĕтмĕшре яланах пĕр пек температура тăнă. Сывлăша кирлĕ чухлĕ уçăлтармалли тытăмсем лайăх ĕçленĕ. Çавăнпа сивĕтмĕшре упраннă аш-какай тутине çухатман.
Çак сивĕтмĕшпе колхозсемпе совхозсем те усă куратчĕç. Чăх-чĕп, хур аш-какайне çеç упрама тунăскерте ĕне выльăх аш-какайне те тытатчĕç.
1957 çулта сивĕтмĕш ĕçлеме пăрахрĕ. 1958-1959 çулсенче ăна салатрĕç».
Ф.Зейфрид хуçан Вăрмарта хăйне пурăнма кил пулман, вăхăтлăх чарăнма е кантур вырăнне сивĕтмĕшпе юнашар пысăках мар çурт тутарнă. Пĕтĕм ĕçе унăн агенчĕсем Кассель тата Франц Баум йĕркелесе тăнă. Франц Баум еплерех хуçа пулни пирки /1905 çулта вăл Ф.Зейфридран сивĕтмĕше тата ĕçне илсе юлать те Хусан кĕпĕрнипех аш-какай тата çăмарта пухса ют çĕршывсем таранах суту-илĕве йĕркелесе тăрать/ Я.Зайцев, Г.Эверсков таврапĕлÿçĕсем çырнисем тăрăх вуласа пĕлме пулать. Хамăр ентеш, паллă çыравçă Виктор Рсай «Ваçлей саккунĕ» калавра шÿт-питлев мелĕсемпе Баум акăлчан сăнарне, вăл мулшăн питех те хыпса çуннине ăста кăтартнă.

/Малалли пулать/.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.Цыфаркин

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика