АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕçре савăнăç тупнă

16 июля 2016 г.

Юратнă ĕçре савăнăç тупнă

1966 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере кун çути курнă Коля Николаев. Ашшĕ-амăшĕпе аслă юлташĕсен ăшă кăмăлĕ, ырă ĕçĕсем пурнăçра малтанхи утăмсемпе пĕрле тарăн йĕр хăварнă: Коля пĕр сăмахран ăнланакан, çын каланине итлеме пĕлекен, ырă тунă ĕç хамăр пата та каялла ырăпах таврăнасса тавçăрса ÿсекен ача пулнă.

Çакă ăна пурнăçра çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума пулăшнă та.
1983 çулта Мăнçырмари вăтам шкула чи лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерсе алла аттестат илсен Коля пĕрре те иккĕленсе тăман, тÿрех Шупашкара, ялхуçалăх институтне /халĕ академине/ документсем пама тухса кайнă. Шкулта çирĕп те тарăн пĕлÿ илни çăмăллăнах вĕренме кĕме май панă ăна.
Чăн-чăн арçын тивĕçĕ мĕнре пулнине туйса ÿснĕ каччă академирен вĕренсе тухасса та кĕтсе тăман, икĕ курс вĕренсен ытти юлташĕсемпе пĕрле çар ретне тăнă. Икĕ çул тинĕс авиацийĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă. Салтакран таврăнсан суйласа илнĕ вĕренÿ заведенийĕнче пĕлĕвне малалла туптанă. 1989 çулта ялхуçалăх академийĕн агрономи факультетне вĕренсе пĕтернине çирĕплетекен дипломлă каччă тăван яла таврăннă. 1990-1997 çулсенче Николай Михайлович «Мусирминский» совхозра уй-хир бригадирĕнче ĕçленĕ. Коллективлă хуçалăх ячĕ улшăнсах тăнă, «Мусирминский» совхозран «Мусирминское» юлташлăх /ТОО/ туса хурсан Николай Михайловича директор заместителĕ пулма çирĕплетнĕ.
Агрономăн ĕçне кашни вак-тĕвекрен пуçласах пĕлсе тăракан Николай Михайлович 2001 çултан пуçласа район администрацийĕнче тĕп агрономра ĕçлеме пуçланă. Вунпилĕк çул хушшинче районти кашни хуçалăхра темиçе хутчен те пулса курнă, çитĕнĕвĕсемпе савăннă, вĕрентмеллине вĕрентнĕ, вĕренмеллине вĕреннĕ. Кашни ялта, кашни хуçалăхра тĕрлĕ характерлă çынсемпе тĕл пулса калаçнă, кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ. Ĕçре пур енчен те пултаруллă та тавçăруллă, хăйне çынсемпе лăпкă тытма пĕлекен, çынна ăнланма пултаракан Николай Михайловича 2016 çулхи март уйăхĕнче Вăрмар район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Çак кĕске вăхăт хушшинчех вăл ĕçре чăн-чăн ăста пулнипе палăрма пултарнă.
Ĕçчен алă ĕç шырать, ĕçчен çын ĕçсĕр ларма пултараймасть. Ĕçе çÿренисĕр пуçне Николай Михайлович мăшăрĕ тата аслă вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренекен икĕ хĕрĕ, çулне кура мар ĕçсĕр ларма пултарайман амăшĕ пулăшнипех 6 гектар çĕр çинче ĕçлесе çĕрулми, тĕштырă, нумай çул ÿсекен курăк ÿстерсе вăхăтра та тăкаксăр пухса кĕртме ĕлкĕреççĕ. Çĕр ĕçне чунтан парăннă, агроном специальноçне алла илнĕ Николай Михайловичшăн кану мĕнне пĕлме паман ĕç савăнăç кăна кÿрет.
Ĕçлекен çын яланах хисепре. Николай Михайловичăн та унăн ĕçне хак паракан хутсен хисепĕ хушăнсах пырать. 2009 çулта Чăваш Республикин ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотипе, 2012 çулта Раççей Федерацийĕн ялхуçалăх министерствин Тав хучĕпе, 2014 çулта Чăваш Республикин профсоюзсен обществăлла организацийĕн президиумĕн Хисеп грамотипе, 2015 çулта «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвĕпе чысланă унăн пархатарлă та канăçсăр ĕçне.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ИЛЛАРИОНОВА. Мaнcырма ялe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика