АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕтнене пĕвелесе Ильич лампочкисене çутнă

16 июля 2016 г.

/Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 49, 55, 56-мĕш номерсенче/.

1947 çулхи çуркуннеччен пĕве умне пăр касакан юпасем лартса ĕлкĕреймен. Пусăрăнса çитеймен пĕвене пăр çĕмĕрсе кайма пултарнă. Гидростанци строительствин начальникĕ Ион Кузьмич Шишкин тата Гурий Иванов мелиоратор колхоз уйăрса панă çирĕм çынпа кунĕн-çĕрĕн пĕве патĕнчен каймасăр сыхланă. Шавласа юхакан шыва кĕрсе пĕве умне хурçă пралукран явнă троссем карса хунă. Сулмакпа пырса чышăнакан пăрсем троссем тăрăх шуса пĕверен тухса кайнă. Çăва тухсан турбинăсем лартмалли котлована чавма тытăннă. 7 метр ытла чавсан çĕр айĕнчен хăватлă шыв тапма пуçланă. Çăл шывне насуспа уçласа та кăларса ĕлкĕреймен. Вара И.Шишкин хăмасенчен пысăк валашкасем тутарнă. Вăтăр хĕрарăм çăл шывне витресемпе ăсса кунĕн-çĕрĕн валашка тăрăх юхтарса тăнă. Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн 1947 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче тухнă номерĕнче пичетленнĕ «Электростанцие туса пĕтеретпĕрех» ятлă материалта И.Кузьмин çапла çырнă: «Октябрь уявĕ тĕлне гидростанцие туса пĕтерме пĕтĕм вăя хурса ĕçлеççĕ колхозниксем. Комсомолецсемпе çамрăксем: Я.Шишкин, И.Софронов, Н.Волкова, З.Александрова, Н.Андреев, А.Чернова тата ыттисем те нормăна 150-200 процент тултараççĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем Д.Илларионовпа П.Фадеев, хăма çуракан пĕр тăван Александрпа Иван Шишкинсем пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Тихонов электромонтер колхозниксен килĕсене лини кĕртет».
1948 çулхи февральте гидростанцие туса пĕтерсе ĕçе яраççĕ. Паянхи пекех лайăх астăватăп çав куна. Ялта электричество ламписем çунма тытăнсан кашнин пит-куçĕнчех нимĕнпе виçейми савăнăç çиçрĕ. Урама тухнă çынсем пĕр-пĕрне хăйсен савăнăçĕ çинчен пĕлтереççĕ. Чÿречерен урама ÿкекен Ильич ламписен çути каçхи тĕттĕме сирсе тавралăха çутатать.
«Гидростанцие хута яни колхоз производствине хăвăртлатма, лайăхлатма, çăмăллатма май пачĕ. Тырра машинăпа çапма пуçларăмăр, ытти ĕçсене те электричество вăйĕпе пурнăçларăмăр. Çынсен культури те ÿсрĕ, вĕсен ăс-тăнĕ улшăнчĕ. Тăватă çул ĕçлерĕ гидростанци. Çав вăхăтра ăна станци начальникĕ И.Шишкин пĕр аварисĕр ĕçлеттерчĕ», - çапла каласа панăччĕ 1949 çулта кунта электрикра ĕçленĕ Е.Алексеев. 
Гидростанци тăватă çул хушшинче «Хĕрлĕ Кĕтне» колхоза кăна 556 пин тенкĕлĕх ĕç тума май панă.
Ялта радиоузел ĕçлеме пуçланă. 211 киле радио кĕртнĕ. Мускавран паракан передачăсене те киленсех итленĕ Хĕрлĕçырсем. Радиоузел заведующийĕ пулса Совет Çарĕнче связист специальноçне туяннă Гурий Молостовкин тăрăшнă.
Хуçалăх çулсерен тĕрекленсе пынă. 1950 çулхи август уйăхĕнче колхоз патшалăха 890 центнер ыраш, 300 центнер тулă леçнĕ. Планран ирттерсе татах 60 центнер сутнă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн СССР ялхуçалăх министерстви «Хĕрлĕ Кĕтне» колхоза автомашина парнеленĕ. Кашни ĕнерен çулталăкра 1200 килограмм сĕт сунă. Ĕнесене электричество вăйĕпе сума пуçланă.
Колхозăн пулă ĕрчетмелли ятарлă план пулнă. Пилĕк гектар чухлĕ тăп-тăрă шывлă кÿлĕ тунă. Унта пулăсем ĕрчетнĕ. Пулă сутса тупăш илнĕ.
1954 çулхи февраль уйăхĕччен пĕр улшăнмасăр председательте вăй хурать Ф.Сапаркин. Çак тапхăрта «Хĕрлĕ Кĕтне» колхоз ялхуçалăх культурисемпе те, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе те республикăра малтисен ретĕнче пынă.
Пултаруллă организатора çавăн пекех «Хисеп палли» орденпа тата «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе наградăланă. 
Ял халăхĕ пултаруллă председателĕн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе паян кун та мухтанать, ăна асра тытать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика