16 июля 2016 г.
Пĕчĕк çын çĕр çине килнине çирĕплетсе ЗАГС пайĕнчен çурални çинчен паракан свидетельство тин çуралнăскере ку е вăл çĕршывăн тулли правăллă гражданинĕ пулнине кăтартать.
2016 çулхи пĕрремĕш çур çулта райадминистрацин ЗАГС уйрăмĕ 116 ача çуралнине регистрациленĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан çак тапхăрта 19 пепке сахалрах çĕр çине килнĕ. Çакна тĕрлĕрен сăлтавлаççĕ: паян ытларах 1980 çулсенче çуралнă хĕрарăмсен 80 проценчĕ ача çуратать. Халĕ 1990 çулсенче çуралнисен вăхăт çитнĕ, анчах та вĕсем васкамаççĕ. Çавăнпа та çуралакансен йышĕ чакнă.
Çапла вара палăртнă тапхăр хушшинче 56 арçын ача тата 60 хĕр ача çуралнă. 41 çемьере 2-мĕш ача çут тĕнчене килнĕ, 30-шĕнче - виççĕмĕш, 6-шĕнче - тăваттăмĕш, 3-шĕнче - пиллĕкмĕш, пĕр çемьере - улттăмĕш. Ача амăшĕсен те çулĕсем тĕрлĕрен: 18 çултан пуçласа 43 çул таранчченхисем. Вĕсем ытларах - Арапуç, Пысăк Енккасси тата Пинер ял тăрăхĕсенчен. Ачасене халĕ Ксения, Милана, Валерия, Виктория, Мария, Ярослав, Никита, Кирилл, Роман ятсене хураççĕ. Сайра тĕл пулаканнисене те параççĕ, акă вĕсем: Аида, Мия, Айюб тата Савва. Çак тапхăрта 30 мăшăр пĕрлешнине регистрациленĕ, пĕлтĕр - 52. Кăçали çур çулта, пĕлтĕрхи пекех, ЗАГС пайĕнчи специалистсем 25 мăшăр уйрăлнине регистрациленĕ. Статистика çакна кăтартать: мăшăрсем пĕрле килĕштерсе пурăнассин çулĕсем пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн чакса пырать. Сăмахран, маларахри çулсенче 10 çул ытларах пĕрле пурăннă мăшăрсем уйрăлнине палăртнă пулсан, юлашки çулсенче вара 3-5 çул пурăннă хыççăнах, шел пулин те, уйрăлаççĕ. Сăлтавĕсем те тĕрлĕрен: мăшăрсем пĕр-пĕрне шанманни, пĕрлехи ачасем çукки, «симĕс çĕленпе» «туслашни» тата ытти те. Пĕрремĕш çур çулта ЗАГС пайĕ 203 çын вилнине регистрациленĕ ?пĕлтĕр - 205/. Хĕрарăмсем вăтамран 75 çул, арçынсем - 62 çул пурăнаççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ВОЛКОВА, райадминистрацин ЗАГС пайeн начальникe.