16 июля 2016 г.

Кирек епле ĕçре те палăртнă вăхăт иртсессĕн пĕтĕмлетÿ тумалла. Акă РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче 2016 çулăн пĕрремĕш çур çулĕн ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене тишкерчĕç, çак тапхăрта пухăннă хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Полици сотрудникĕсен ĕç кăтартăвĕсем ытларах цифрăсем урлă, иртнĕ çулхи кăтартусен танлаштарăвĕнче палăраççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕнче иртнĕ канашлăва Чăваш Енри шалти ĕçсен министерствин полици сотрудникĕсен йышĕпе ĕçлекен управленин моральпе психологи уйрăмĕн начальникĕ И.Черлаков, район прокурорĕ Е.Краснов, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ И. Константинов, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ Н.Павлов хутшăнчĕç. Ĕç кăтартăвĕсемпе «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ И.Константинов, заместителĕсем А.Софронов, А.Васильев, «Урмарский» уйрăмĕн Тăвай районĕнчи полици уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин докладсем урлă паллаштарчĕç.
Чи малтанах «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ И.Константинов сăмах илчĕ. 2016 çулхи çур çулта «Урмарский» уйрăмĕнче тĕрлĕ енĕпе патшалăх пулăшăвĕ илес тесе 702 обращени пулнă. Граждансемпе юридици сăпатĕнчи çынсене тĕрлĕ енĕпе ĕç тума ирĕк паракан документсемпе лицензисем парассипе çыхăннă 199 заявлени пăхса тухнă. ГИБДД уйрăмĕнчен çул çинче административлă йĕркене пăснипе çыхăннă 372 справка, судпа айăпланнипе е айăпланманни çинчен калакан справкăсене 131 çынна панă. Граждансемпе организацисен ыйтăвĕсене кĕске вăхăтра, пахалăхлă тивĕçтернĕ.
Палăртнă тапхăрта Вăрмарти тата Тăвайĕнчи дежурнăй чаçсенче тĕрлĕ преступленисемпе çыхăннă граждансен 2827 пĕлтерĕвне йышăннă, çакă 2015 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 13,7 процент ытларах. Пĕтĕмĕшле «Урмарский» уйрăм пăхса тăракан территорире пулса иртнĕ регистрациленĕ преступленисен шучĕ 152-рен 171 таранччен ÿснĕ. Ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă преступленисен шучĕ нумайланнă. Икĕ районти криминаллă лару-тăру çивĕчленнин тĕп сăлтавĕ - хăш-пĕр çынсен социаллă пурнăç шайĕ япăхланни. Уйрăмах йывăр, коррупциллĕ, сывлăха сиен кÿнĕ преступленисене, çул-йĕр çинче правилăна пăснипе, çаратнипе, хĕненипе, вĕлерессипе хăратнипе çыхăннă преступленисене пурне те уçса палăртнă. Çынна вĕлерни, автомобильпе транспорт хатĕрĕсене çаратни, хулиганла ĕçсем тунине, хĕç-пăшалпа, сирпĕтмелли хатĕрсемпе усă курса тунă преступленисем пулман. Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем профилактика ĕçĕсем тунине кура нумай тĕрлĕ преступленисен шутне чакарма май килнĕ. Иртнĕ çулсенче тунă преступленисене уçса палăртассипе ĕçе лайăхлатнă: 2016 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче 8 преступлени уçса палăртнă.
Тĕрлĕ чăрмавсене кура граждансенчен 23 единица хĕç-пăшал туртса илнĕ. Хĕç-пăшалпа саккуна пăсса усă курса административлă право йĕркине пăснă 14 пулăм палăртнă. Малтан та судпа айăпланнисем тепĕр хутчен преступлени çулĕ çине тăрассине чакарма май килнĕ, 87 преступленирен 55 таран регистрациленĕ. Çул çитмен ачасемпе тимлесе ĕçленине кура вĕсем хушшинче йĕркене пăснă тĕслĕхсем 88,9 процент таранччен чакнă. Çавăн пекех кăçалхи çур çулта транспорт хатĕрĕсемпе çыхăннă çул-йĕр çинче пулса иртекен пулăмсене самай чакарма май килнĕ: 17 пулăмран 8 таранччен. Аварисенче аманнисен йышĕ 26-ран 8 таранччен, вилнисен йышĕ 2-рен 1 таранччен чакнă.
Оперативлă профилактикăлла мероприятисем туса ирттернĕ пулин те кăçалхи 6 уйăхра Интернет сечĕ, мобильлĕ çыхăну хатĕрĕсем урлă, банк картисен счечĕ çинчен укçа вăрласа илесси ÿснĕ.
Малтанхи пекех право йĕркине пăсасси çынсем эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнипе çыхăннă.
Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенчи ĕç кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн Раççей ШĔМĕн 24 территори органĕсем хушшинче РФ ШĔМĕн «Урмарский» уйрăмĕ 3-мĕш вырăнта.
И.Черлаков «Урмарский» уйрăмра уголовлă шырав ĕçĕнче кадрсем çитменнине кура вĕсене çак уйрăмрах ĕçлекен сержантсен йышĕнчен суйламалли çинчен каларĕ. Вĕсен çав-çавах ĕçе тин килекен çынсемпе танлаштарсан опыт нумайрах. И.Черлаков «Урмарский» уйрăмĕн кăçалхи çур çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ май кунти сотрудниксем пĕтĕмĕшле ĕçе пурнăçлама пултарни çинчен, çапах та хăш-пĕр çитменлĕхсене пĕтермелли пирки каланă.
«Урмарский» уйрăмĕн ĕç кăтартăвне ултавпа, ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă преступленисем каялла туртаççĕ. Çакăн йышши преступленисене оперативлă информаци пулсан тупса палăртма çăмăлрах. Ку е вăл преступлени ан пултăр тесен профилактика ĕçĕсем ирттермелле. Пĕтĕмĕшле «Урмарский» уйрăмĕн ĕçĕ ытти уйрăмсен йышĕнче йĕркеллĕ пулса пырать», - тенĕ И.Черлаков.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.Михайлова.