16 июля 2016 г.

Июлĕн 13-мĕшĕнче «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче вулакансем тахçантанпах кĕтекен лотерея вылявĕ иртрĕ. 10 сехет тĕлне редакци тĕпелне район хаçатне чылай çул çырăнса илекенсем, ытларах аслă ÿсĕмри çынсем, чылаййăн пухăнчĕç.
Хаçатăн тĕп редакторĕ З.Павлова кунта килнисене лотерея вылявĕн йĕркипе паллаштарчĕ, хаçатпа яланах туслă çыхăну тытса пынăшăн тав турĕ. Зинаида Ермогеновна уйрăмах çакăнта пухăннисене парне çĕнсе илме сунчĕ. Хаçат çырăннине ĕнентерекен квитанцисем лотерея вылявĕ тĕлне чылай пухăнчĕç. Редакци ĕçченĕсем йĕркелесе пынипе çынсем çак вылява активлă хутшăнчĕç, черетпе квитанцисене турта-турта кăларчĕç. Кашниех паллакан çынсен, хăйсен ячĕсене илтсен хĕпĕртерĕç. Телейлĕ квитанцисен хуçисем парнесене çийĕнчех илсе кайма пултарчĕç.
Тĕп парнене чи юлашкинчен выляттартăмăр. Шутлă вăхăтра бензокосилкăн хуçи Мăнçырма ялĕнче пурăнакан З.Вотякова пулса тăчĕ. Ĕç кунĕсенче вăл редакцирен парнене илсе кайма пултарать. Çавăн пекех тата тепĕр шутлă парнене - пĕчĕк сĕтеле /журнальный столик тетпĕр/ - Çÿлти Кинчер ялĕнче пурăнакан В.Кашаева тивĕçрĕ. Вăл савăнăçлă кăмăл-туйăмпа парнене киле илсе кайрĕ.
Лотерея вылявне çынсем интересленсех хутшăнаççĕ, кашниех мĕн те пулин çĕнсе илме ĕмĕтленет. Выляса илсен вара вĕсем лайăх кăмăл-туйăмпа пуянланаççĕ. Лотерея вылявне ирттерме редакци ĕçченĕсене пĕрре те çăмăл мар. Кашни выляв тĕлне парнесем чылай хатĕрлеме тивет. Тавах, спонсорсене! Ку хутĕнче спонсорла пулăшу кÿнĕ çак предпринимательсене пысăк тав сăмахĕ калатпăр: В.Еньковăна, Н.Александровăна, Грачевсен çемйине, «Уют» тулли мар яваплă обществăн пуçлăхне И.Федорова, уйрăм çын предпринимательсене В.Павлова, Н.Иванова, О.Архиповăна, Л.Ефимовăна. Çавăн пекех Вăрмарти тырă йышăнакан пункт директорне В.Александрова пулăшу панăшăн тав тăватпăр. Тĕп парне спонсорĕ пулнă «Лидер» лавккана уйрăмах пысăк тав! Малашне те вĕсем хаçатпа туслă çыхăну тытса пурăнасса, «Хĕрлĕ ялава» тата активлăрах çырăнасса шанатпăр. Хаçат - вăл район пурнăçĕн тĕкĕрĕ, унсăрăн юлас марччĕ.
Ку хутĕнче лотерея вылявне хутшăнса парне çĕнсе илнисем çаксем пулчĕç:
Ю.Антонов, Р.Васильева, Е.Антонова, С.Шишкина, Феоктистова, Н.Александрова, Р.Иванова, В.Кириллов, З.Камышева, З.Григорьева, Е.Кириллова, Ю.Недерова, М.Петрова, С.Матвеев, Г.Голосов, Артемьев, С.Сапаркин, Арефьева, С.Семенов, М.Егорова, А.Архипова, Ю.Федорова, В.Шишкина, М.Ильина, В.Васильева, И.Колодзинская, М.Кораблев, Г.Каланова, Л.Христофорова, Т.Орлова, Л.Иванова, Н.П.Александрова, Н.Громова /Вăрмар поселокĕ/, Н.Владимирова, Н.Никитина /Аслă Чак/, З.Воробьева, М.Яковлев, С.Чернов, Г.Питеров, Г.Нарсов, В.Чернов, В.Семенов /Тикаш/, Е.Алексеева, Г.Андреева, Ксенофонтова /«ОВАС»/, Беспалова /«Органика» лавкка/, С.Иванова, Р.Ильина, Г.Васильева, Т.Иванова, Н.Григорьева, О.Антонова, В.Александрова /Вăрмар пасарĕ/, Л.Савушкина /ЛТЦ/, Н.Иванов, Г.Туймуков, А.Михайлова /Чулкас/, М.Семенов, Р.Рисова /Кавал/, Т.Васильева, В.Васильев, М.Спиридонов, Ю.Малахеева, Н.Васильев, Н.Михайлов, Н.Теплов, Н.Иванов, Н.Федоров /Арапуç/, Г.Васильев, И.Григорьев, В.Сергеева, А.Григорьева, Е.Степанова, В.Григорьева /Анаткас/, Н.Васильева /Шутнерпуç/, Л.Рыжова /Шăплат/, М.Панасюк, «Ромашка» парикмахерски, В.Матвеев, Р.Филиппова, О.Кузнецов, З.Константинова, Л.Васильева, З.Вотякова /Мăнçырма/, З.Иванова /«Татьяна» суту-илÿ çурчĕ/, А.Петрова /Çĕнĕ Мăнтăр/, Ю.Васильева /Россельхозбанк/, Л.Иванова, А.Крылов, В.Цыфаркин, Николаева /Чупай/, М.Федоров, Р.Смирнова, Г.Алексеева, А.Никитин, Л.Борисова, Г.Ксенофонтова /Кивĕ Вăрмар/, Н.Иванова /Патти/, Г.Васильева, М.Михайлова /Росгосстрах/, А.Енькова /райадминистраци/, Ю.Евстафьева, И.Мефодьева /«Светлана» тулли мар яваплă общество/, Г.Митрофанова /Хĕрлĕçыр/, Ю.Мясникова /Кивĕ Шулхан/, А.Кузьмин, М.Иванов /Çитмĕш/, Г.Семенова /Кĕçĕн Чак/, Л.Ломоносова /Кĕтеснер/, А.Петров, В.Сурнаева /Тупах/, Л.Александрова /Çĕнĕ Мăнтăр/, Г.Грачева /район больници/, Л.Г.Иванова, Г.Петрова /Пысăк Енккасси/, Н.Иванова, Л.Тимофеева /Çĕнĕ Кавал/, А.Хлебникова /Энтрияль/, В.Кашаева /Çÿлти Кинчер/. Вĕсем редакцие килсе хăйсене тивĕçнĕ парнесене илсе кайма пултараççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.