АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек ан пултăр

13 июля 2016 г.

Инкек ан пултăр

Кăçалхи çуллан пирвайхи уйăхĕсем питĕ шăрăх килчĕç. Хальхи вăхăтра çумăр çукаларĕ пулин те малашне епле пулассине татăклăн никамах та калаймĕ. Хĕвел хĕртсе пăхнă чухне çурт-йĕр таврашĕнче, вăрман тăрăхĕсенче вут-çулăм алхасма пултарать. Кăна ĕнтĕ кашнийĕнех астуса тăмалла, çавăнпа пушар хăрушсăрлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Вăрмарти пушар сÿнтерекенсемпе çăлавçăсен 39 чаçĕ вут-çулăмпа çыхăннă инкексем ан пулччăр тесе час-часах тĕрлĕ мероприяти, вĕрентÿ сехечĕсем ирттерет. 
Иртнĕ кунсенче унти ĕçченсем редакци çуртĕнче «тĕтĕм тухни çинчен хыпар илтсен» васкавлăн ятарлă машинăпа килсе çитрĕç. 
Çакна палăртмалла: редакци çурчĕ Вăрмар поселокĕнче чи ваттисенчен пĕри - ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенчех йывăçран икĕ хутлă хăпартнă - эппин, вут-çулăм сиксе тухма пултарасси темиçе хут ÿсет. Хальхи вăхăтра пĕрремĕш хутĕнче çĕвĕ цехĕ ĕçленине шута илсен пушшех те. Пушарнăйсем кунта тăрăшакансене питĕ хăвăрт çуртран эвакуацилерĕç те «тĕтĕм тухнă вырăна» сиенсĕрлетрĕç.
Лару-тăру лăплансан кунта пушар-мĕн сиксе тухас пулсан харпăр хăйне еплерех тытмалли çинчен калаçу итлерĕç, информхутсемпе паллашрĕç. Çапла, сыхă пулнине нимĕн те çитмест.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.Цыфаркин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика