13 июля 2016 г.

Çак кунсенче район администрацийĕн ларусен залĕнче ашшĕ-амăшĕн хÿттине тупнă ачасен çемйисен районти форумĕ иртрĕ. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри ачасене усрама илнĕ чухне «çĕнĕ çемьере» тухса тăракан ыйтусене сÿтсе явасси, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси тата Чăваш Республикинче ку енĕпе лару-тăру епле шайра пулнипе паллаштарасси - тĕп тĕллевсем пулчĕç.
Виççĕмĕш хутра фойере консультаци пункчĕсем ĕçлерĕç. Кунта социаллă ĕçченсемпе юристсем ашшĕ-амăшĕн хÿттине тупнă ачасен çемйисемпе ку е вăл тухса тăракан ыйтусене уçăмлатма пулăшрĕç. Асăннă çемьесем «хăйсен» тĕпренчĕкĕсемпе пĕрле ăсталанă тĕрлĕ теттисене, хитре ÿкерчĕкĕсене тата ытти ĕçĕсене выставкăра курса килентĕмĕр.
Шăп 10 сехетре форум уçăлчĕ. Ăна райадминистрацин пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ Н.Павлов çыннăн пурнăçĕнче çемье пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк вырăн йышăннине палăртнинчен пуçларĕ: «Ашшĕ-амăшĕ вырăнне пулса хăйсен хÿттине паракан çемьесем пирĕн районта - 75. Вĕсен ĕçĕ çав тери пархатарлă та сăваплă. Пурнăçри йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ ачана хăйĕн «ăшшине» параканăн чĕрийĕ çав тери сисĕмлĕ, кăмăлĕ уçă, чунĕ пуян. Вĕсене çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе чунтан саламлатпăр», - терĕ вăл. Унтан Николай Анатольевич райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политики тата спорт управленийĕн опекăпа попечительство секторĕн заведующине Н.Борисовăна тÿрĕ кăмăлпа нумай çул ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин Министерствин Хисеп грамотипе чысларĕ. Çавăн пекех райадминистрацин пуçлăхĕн Тав хучĕсене ачасене усрама илнĕ ашшĕ-амăшĕсем - В.Петрова, С.Романова, Л.Григорьева тата Н.Николаева; райадминистрацин пуçлăхĕн ятĕнчен Тав çырăвĕсене 9 тивĕçрĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев та кун пирки çапла каланă: «Тăлăх ачасем хăйсене чăннипех юратакан çемьесене пурăнма куçнине пула пирĕн çавнашкал ачасен виçĕ интернат - ача çурчĕ хупăнчĕ».
Форумра пирĕн районти Петровсен çĕнтерÿçĕ çемйи хăйсен художествăлла пултарулăхне кăтартрĕ, видеороликпе паллаштарчĕ. Аса илмешкĕн: вĕсен туслă çемйи Шупашкар хулинче республика шайĕнче иртнĕ «Çемье вучахĕ» конкурсра Вăрмар районĕн чысне хÿтĕлесе иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
Унтан райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политики тата спорт управленийĕн опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Н.Борисова 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулти ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен правине хÿтĕлес енĕпе тăрăшакан секторĕн заведующийĕ А.Петрова кунта килнĕ «ашшĕ-амăшĕсемпе» «Кам айăплă; Йĕри-тавралăх-и;» темăна хускатрĕç. Ашшĕ-амăшĕн хÿттине тупнă ачасен çемйисемпе ĕçлекен кураторĕ Т.Филиппова вĕсемпе тренинг ирттерчĕ, «Психолог канашĕсем» темăпа тухса калаçрĕ. Юлашкинчен «Взять и полюбить» ятлă документаллă кинокартинăна пăхрĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА.