13 июля 2016 г.
/Малалли. Пуçламăшĕ 49, 55-мĕш номерсенче/.
«Эпир пилĕкçуллăхăн иккĕмĕш çулне кĕретпĕр. Пирĕн умра татах та пысăкрах задачăсем тăраççĕ - колхоза татах та аталантармалла, колхозниксен пурнăçне лайăхлатмалла, Кĕтне шывĕ çинче электростанци туса лартмалла. 1945 çулта кашни гектартан вăтамран 8,8 центнер тухăç илнĕ пулсан, 1946 çулта 13 гектара çитермелле», - тенĕ председатель.
Апрель уйăхĕнче района ырă хыпар çитнĕ. СССР Верховнăй Совет Президиумĕ 1947 çулхи мартăн 29-мĕшĕнче кăларнă Указ тăрăх, пысăк тухăçлă тулă тата ыраш туса илнĕшĕн, çавăнпа пĕрлех колхоз 1947 çулта патшалăха обязательнăй йĕркепе тырă памалли плана тултарнăшăн, 1948 çулхи çур аки валли тĕш тырă культурисемпе çĕрулмин вăрлăх фондне çителĕклĕ хатĕрлесе хунăшăн колхоз председательне Ф.Сапаркина Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.
Колхоз 31 гектар çĕр лаптăкĕ çинче 20,6 центнер тулă, 10 гектар çинче 20,7 центнер ыраш туса илнĕ. Ял хĕррипе юхса выртакан Кĕтне юхан шывĕ председателе самаях кăсăклантарнă.
- Çĕршывра мĕнле пысăк юхан шывсене пĕвелесе гидроэлектростанцисем лартаççĕ. Пирĕн вара Кĕтне шывне пĕвелеме пулмасть-и? - çапла та сахал мар шухăшланă вăл. Кĕтнене пĕвелес ыйтупа ятарласа пуху ирттернĕ. Унта 210 колхозник хутшăннă. Нумайăшĕ çак ырă пуçарăва ырланă.
- Пĕччен вăй çитерейрĕпĕр-ши? Кÿршĕсем пулăшмасан йывăр килет, вĕсене ÿкĕте кĕртмелле, - сĕнÿ панă колхоз пуçлăхĕн çумĕ Г.Иванов.
Ку ыйтупах кÿршĕри «Социализм», «Красные Шигали», «Большевик» ялхуçалăх артелĕсенчи колхозниксен пĕрлехи пухăвĕсем иртнĕ.
- Кĕтнене пĕвелесе гидростанци лартас пулсан унăн вăйĕ çак таврари ялсене çутатма, колхозсенчи чылай ĕçе механизацилеме çитет. Пирĕн хуçалăх Кĕтне çинче электростанци лартма тытăнать. Эсир те пирĕнпе пĕрле хутшăнăр, - тенĕ çав пухусенче «Хĕрлĕ Кĕтне» колхозран кайнă çынсем.
Колхозниксем «Хĕрлĕ Кĕтнесен» чĕнĕвне хапăл туса йышăннă.
Тăватă колхоз пĕрле гидростанци лартас тĕлĕшпе ĕçлекен правлени тунă. Правлени председателĕ пулма «Хĕрлĕ Кĕтне» колхоз пуçлăхĕн çумне Гурий Иванова суйланă.
Гидростанци тума кашни колхоз 250-шар кубла метр вăрман илнĕ. Ăна касма тытăнас умĕн «Большевик» колхоз представителĕ гидростанци тăвассине хирĕç агитаци пуçласа янă.
Кÿршĕри колхозсен руководителĕсем артель членĕсемпе килĕшмесĕрех гидростанцие лартассинчен пăрăннă. Хĕрлĕçырсем пĕчченех тăрса юлнă. Колхоз пĕр-пĕччен 1000 кубла метр вăрман илнĕ. Ăна каснă çĕре фронтра паттăррăн çапăçса кăкăр тулли орденсемпе медальсем илнĕ Аверьян Тихонова бригадира лартнă.
- Йывăçсене касса хулпуççи çине хурса килетĕр-и? - тăрăхлама пăхнă хăшĕ-пĕрисем.
- Кĕтне хăйне пĕвелеме хăех пулăшать, - пĕр иккĕленмесĕр хуравланă Тихонов бригадир. Чăнах та, Комсомольски районĕнчен Хĕрлĕçыра çити 1000 кубла метр йывăçа турттарса килесси пĕрре те çăмăл мар. Колхоз пуçлăхĕсем йывăçа Кĕтне шывĕпе сулăпа юхтарса антарма шутланă. Часах Комсомольски районĕнчен вăрман касакансенчен хыпар килет: «Касса пĕтертĕмĕр, çитес кунсенче юхтарма тытăнатпăр. Пĕренесене тытма Кĕтне хĕррине çынсем кăларăр», - пĕлтернĕ вăтăр çынран тăракан бригада бригадирĕ А.Тихонов.
Йывăрпа килнĕ пĕренесем. Колхозниксем юхса килнĕ пĕренесене пакурпа тытса гидростанци тумалли вырăна кăларса купаласа хунă. Кунĕн-çĕрĕн хуралласа ларнă, пĕр пĕренине те тытмасăр ирттерсе яман.
Çăва тухсан колхоз 800 кубла метр чул кăларса турттарнă.
Кĕтнене пĕвелемешкĕн укçа-тенкĕ те, материал та, çынпа туртăм вăйĕ те нумай кирлĕ пулнă. Чылайччен шухăшланă кун пирки колхоз пуçлăхĕсем. Юлашкинчен Тутар Республикинчи Ленин ячĕллĕ кÿршĕллĕ колхоза гидростанци тунă çĕре хутшăнмашкăн сĕннĕ.
- Тахçантанпах пĕрле тытăнмалла пулнă, - пĕлтернĕ маматшăсем хăйсен шухăшне.
Специалистсем Кĕтнене пĕвелемелли проекта часах хатĕрлесе те панă.
Пĕве тунă çĕрте иртен пуçласа каçчен хĕрÿ ĕç вĕресе тăнă. Тутарсемпе чăвашсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленĕ. Кĕтнене пĕвелеме районтан та техника парса пулăшнă.
/Малалли пулать/.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.