13 июля 2016 г.

Раççейре кашни çулах «Çемье, юрату тата шанчăклăх» кунне паллă тăваççĕ. Ăна Муромри Петр Кнеçпа Феврони çветтуйсене халалланă. Вĕсем Христиансен мăшăрланăвне упракан çветтуйсем шутланаççĕ.
Ырă йăла-йĕркене пирĕн районта та тытса пыраççĕ. Кашни çулах райадминистрацин ЗАГС пайĕнче ĕçлекенсем çак уява чаплă лару-тăрура паллă тăваççĕ. Кăçал та ЗАГС пайĕн савăнăçлă мероприятисем ирттермелли залĕнче районти хисеплĕ икĕ мăшăра - Кивĕ Вăрмарти Людмила Ильиничнăпа Николай Васильевич Петровсене тата Пысăк Енккассинчи Тамара Павловнăпа Николай Петрович Григорьевсене - чыс турĕç. Зала мăшăрсен ачисемпе тăванĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем пуçтарăннă. Хисеплĕ çемьесене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов килнĕ.
Залра çепĕç кĕвĕ шăранни, мăшăрсем пĕр-пĕрне юратуллă пăхни, вĕсемпе ачисемпе тăванĕсем савăнни ăшă туйăм çуратрĕ. Малтанах райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Волкова чаплă уява уçса кунта килнисене саламларĕ. Çавăн пекех çак уяв пĕлтерĕшне, çемье, юратупа шанчăклăха халăх хушшинче еплерех хаклани пирки чарăнса тăчĕ. Пуçтарăннисен вăл калакан лайăх сăмахсене пурин те итленĕçемĕн итлес килсе тăчĕ пулĕ тесе шухăшлатăп, пурнăçа çавăн пек илемлĕрех курас килчех ĕнтĕ. Хисеплĕ мăшăрсене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов саламларĕ. «Нумай çул пĕрле пурăнасси çул урлă çеç каçасси мар. Çемье вăл - пысăк яваплăх. Çак яваплăха çÿллĕ шайра тытса пырса пĕр-пĕрне юратса, ĕненсе, шанса пурăнатăр. Хăвăр ачасемпе, вĕсен ачисемпе чăннипех те савăнса пурăнатăр, малашне те çаплах пулма телей, сывлăх сунатăп», - терĕ Александр Иванович мăшăрсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медалĕпе «Ромашка» чечек символне парнеленĕ май. Унтан хисеплĕ мăшăрсене ял тăрăх пуçлăхĕсем Н.Борисовпа А.Васильев, ачисемпе тăванĕсем ăшă сăмахсем каларĕç, чечек çыххисем пачĕç.
«Çулсем иртсен те хăйсен юратăвне упраса пурăнакансем телейлĕ. Çак телей вĕсен ачисенче тата мăнукĕсенче тăсăлĕ», - терĕ Валентина Альбертовна. Залра юрату вальсĕ лăпкăн шăранчĕ, çак çемĕпе хисеплĕ мăшăрсем вăтанчăклăн ташларĕç, «йÿçĕ» тесен пушшех те именчĕç.
Хăйсене çапла хисеп тунăшăн мăшăрсем ячĕпе Николай Петрович Григорьев, юрра-ташша ăстаскер:
«Калăр-ха юлташсем, туссемпе тантăшсем,
Мĕншĕн чĕре юрри пурнăçра чи ырри.
Çумра мăшăр пурри, пĕр-пĕрне ăнланни
Пурнăçра чи ырри юратса пурăнни» ..,
текен юрă çаврăмĕпе тав туса пĕр-пĕринпе туслă пурăннине татах та çирĕплетрĕ.
Залра ларакансем хисеплĕ çемьесене хыттăн алă çупса саламларĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.