АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьере çитĕнни пысăк телей

13 июля 2016 г.

Çемьере çитĕнни пысăк телей

«Тăлăх ачасене хÿтлĕхе илнĕ Чăваш Енри пур çемьесем те ырă та ăшă кăмăлĕпе, чун-чĕре пуянлăхĕпе чунтан тухакан тав сăмахне тивĕçлĕ», - тенĕ М.Игнатьев. Июлĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Чăваш Республикинчи тăлăх ачасене тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăраса юлнă çул çитмен ачасене, çав шутра сывлăх енчен çителĕксĕр аталанакан ачасене усрава илсе воспитани паракансем» тăлăх ачасене хÿтлĕхе илнĕ çемьесен республикăри IV форумне хутшăннă.

Мероприятие ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан С.Петрова, Чăваш Республикинчи ачасен прависен уполномоченнăйĕ В.Рафинов, Чăваш Республикинчи тăлăх ачасене хÿтлĕхе илекен çемьесен республикăри ассоциацийĕн председателĕ Т.Мирджапаров хутшăннă.
Пуçтарăннисене М.Игнатьев Пĕтĕм Раççейри Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе саламласа йывăр шăпаллă тата хевтесĕр ачасене хăйсен çуначĕ айĕнче ăшăтнăшăн, вĕсен ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн чĕререн тав тунă.
«Эсир чĕре хушнипе ачасен пуласлăхĕшĕн хăвăр çине пысăк яваплăх илсе пархатарлă тивĕçе пурнăçлатăр. Сире ырă та сăваплă ĕçĕршĕн тав тăватăп», - тесе палăртнă регион руководителĕ.
Чăваша çутта кăларакан И.Яковлев та çемьене упрама пил парса хăварнине аса илтернĕ Республика Пуçлăхĕ. Вăл пилленисем паянхи кун та актуаллă. «Телейлĕ çемьесем - пирĕн обществăн çирĕп никĕсĕ пулнине палăртса каланă М.Игнатьев.
Форум хăнисене тĕнчипе паллă саксофонистка В.Кожухарова саламланă. Чăваш Ене вăл сăлтавсăр килмен, хăй те тăлăха юлнăскер, форума пухăннисемпе чуна уçса калаçнă: виçĕ çулхи Вероника тата унăн шăллĕ Саша пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнăскерсем тăлăхсен çуртне лекнĕ. Телее, вĕсене 1980-мĕш çул вĕçĕнче, И.Кожухарова хăйсен çемйине йышăннă, пурнăçа юратма вĕрентсе çитĕнтернĕ.
В.Кожухарова паян хăй тăлăх ачасене хÿтĕлет, тÿлевсĕр концертсем кăтартать, çемьере çитĕнни пысăк телей иккенне ăнланса илме май парать.
Республика Пуçлăхĕ паллă саксофонисткăна общество ĕçне пуçаруллă хутшăннăшăн тав тунă. Вăл палăртнă тăрăх - патшалăх тăлăхсен пурнăçне çăмăллатмашкăн условисем туса панине пăхмасăр, Вероника тĕслĕхĕ ачасене çемьере кăна хăтлă та ăшă пулнине тепĕр хут çирĕплетет.Тăлăх ачасене хÿтлĕхе илнĕ çемьесен республикăри «Çемье ăшши» тăваттăмĕш пултарулăх конкурсĕн муниципалитет шайĕнчи ăмăртăвне кăçал 200 çемье ытла хутшăннă, 32-шĕ финала тухнă. Тĕрлĕ номинацире малти вырăнсене йышăннисене республика Пуçлăхĕ чысларĕ. Çĕнтерÿçĕ Кубокне Шупашкар хулин Ленин районĕнчи Надеждинсен çемйи тивĕçнĕ. Вĕсем тăватă ача çитĕнтереççĕ: 3-шĕ хăйсен, пĕри усрава илни. «Эпир килти ĕçсене пĕрле пурнăçлама тăрăшатпăр, ачасене çемьерен хакли пурнăçра çуккине тата унта кăна юратупа чăтăмлăх, шанчăклăх хуçаланнине ăнланса илме пулăшатпăр», - теççĕ Надеждинсем. Сăмах май каласан, вĕсем кĕçех Мускавра иртекен Пĕтĕм Раççейри тăлăх ачасене хÿтлĕхе илекен çемьесен ассамблейинче Чăваш Ен чысне хÿтĕлĕç. Форумăн пленарлă ларăвне республикăри район-хуласенчи ачасене хÿтлĕхе илнĕ 400 ытла çемье, çавăн пекех Мускав хулипе облаçĕн, Мари Республикин опекăпа попечительствăн органĕсен, общество организацийĕсен представителĕсем хутшăннă.
ЧР Вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан С.Петрова асăннă тăрăх - тăлăх ачасене çемьене вырнаçтарас енĕпе Чăваш Республики Раççейре малта пырать.

Чăваш Енри çемьесен социаллă хÿтлĕхне тата пурнăç пахалăхне ÿстересси - республикăн патшалăх политикинчи приоритетлă тĕллевĕ. Ку енĕпе комплекслă мерăсене республикăра ĕçе кĕртнĕ май çитĕнÿсем палăрмаллах тунă тата ачасен пурнăçне лайăхлатнăшăн тăнăçлă Раççей регионĕсен ТОП-10 йышне кĕнĕ.
Юлашки 5 çулта тăлăх ачасене хÿтлĕхе илнĕ çемьесен хисепĕ Чăваш Енре 33 процент ÿснĕ. Тăлăх ачасене усрава илнĕ май республикăра виçĕ интернат-шкула хупнă. Республикăра тăлăх ачасене çемьесене вырнаçтарас енĕпе Çемье форумĕ йĕркеленĕ, ашшĕ-амăшĕн ассоциацийĕ ĕçлет, ачасене тата çитĕннисене пулăшакан центрсем тата шкулсем уçнă. Тăлăх ачасене хÿтлĕхе илнĕ çемьесен республикăри IV форумне Вăрмар районĕнчен те тăлăх ачасене усрава илнĕ çемьесем хутшăннă. Нумай çулсем тăлăх ачасене хăйсен çемйине илсе воспитани панă Л.Рыжовăна ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Тав хучĕпе тата хаклă парне парса чысланă /ÿкерчĕк çинче/.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика