АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Единая Россия» съездăн делегачĕсем: «Пирĕн халăха пустуй шантарни кирлĕ мар»

09 июля 2016 г.

«Единая Россия» съездăн делегачĕсем: «Пирĕн халăха пустуй шантарни кирлĕ мар»

Иртнĕ эрнере Мускавра «Единая Россия» партин XV съезчĕн иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ. Суйлав умĕнхи парти программинче сентябрĕн 18-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине каякан кандидатсене çирĕплетнĕ тата çитес пилĕкçуллăха Раççей аталанăвĕн стратегийĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Съездра Раççей аталанăвĕн аспекчĕпе хатĕрленÿ тапхăрĕнче 10 ытла дискусси площадки ĕçлени «Единая Россия» партин суйлав умĕнхи программине пĕр шухăшлăн йышăнма май панă. Чăваш Енри делегаци съездăн пленарлă пайне тата секцисен ĕçĕ-хĕлне хутшăннă. «Единая Россия» партинчен суйлава тăратнă кандидатсем: Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Аршинова, Чăваш Ен парламенчĕн вице-спикерĕ, партин регион уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов тата Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Н.Владимиров пресс-конференцинче хăйсен шухăшĕсене палăртнă тата съездăн тĕп йышăнăвĕ пирки каласа панă. Партие пуçаракан Раççей Президенчĕ В.Путинпа премьер-министр, парти председателĕ Д.Медведев съездра тухса калаçнисене Н.Малов тĕп самант пулнине палăртнă. В.Путин тухса калаçнинчен вăл парти ĕçĕ-хĕлне тимлĕн асăрхаса пыни тата кунсерен пурнăçламалли тĕп тĕллевсене палăртни курăннă. 
Чăваш Енре çитес пилĕкçуллăхра планпа пăхнă «Чăваш Ен - пурăнмалли хăтлă регион. Аталану приоритечĕсем» парти проектне «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕ суйлав умĕнхи федераллă программине съездра йышăниччен маларах кăтартнине аса илтернĕ Н.Малов. Çав хушăрах вĕсен нумайăшĕн приоритетлă çул-йĕрĕсем пĕр пеккине палăртнă. Çакă вăл партин малалла ĕçлессипе пĕр пĕрлĕхлĕ ăнлав пулнине кăтартать. Л.Черкесов хăйĕн ĕçтешĕпе килĕшсе çапла хушса каланă: «Эпир республикăра килсе кăтартасса кĕтсе тăман, ĕçленĕ, паян та çавăн пекех вăй хуратпăр. Эпир чи пирвайхи шайри çынсемпе - ял тăрăхĕсенчи - Шупашкар таранах - тĕл пулусем ирттеретпĕр. Кунашкал тĕлпулусенче чăн та чи çивĕч ыйтусене палăртатпăр. Шăпах çитес пилĕкçуллăхра тумалли плансене палăртас тĕллевпе эпир çак тĕлпулусене ирттеретпĕр». Шупашкар хула пуçлăхĕ «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн представителĕсем хăйсем пурнăçлайманнине нихăçан та шантарман тата вĕсем пурнăçлама пултарнă чăн тивĕçĕсене кăна хăйсем çине илеççĕ. «Пирĕн халăха пустуй шантарни кирлĕ мар», - хушса каланă вăл. 
Л.Черкесов çавăн пекех съездра «Пурнăç пахалăхĕ» секци ĕçĕ-хĕлне хутшăнни çинчен каласа кăтартнă. Унта эконом-класлă пурăнмалли çурт-йĕре хăпартас, хула пурнăçне тата тавралăхне аталантарас ыйтусене пăхса тухнă. Шупашкар хулинче кивĕ тата авариллĕ çурт-йĕртен граждансене çĕнĕ хваттерсене ăнăçлă куçарнин тĕслĕхĕпе паллашсан, ытти регионсенчи хуласен пуçлăхĕсем унăн патне опыт илме пыни уншăн, вăл каланă тăрăх, кĕтменлĕх пулнă. Граждансене авариллĕ çурт-йĕрсенчен хăтлă хваттерсене куçарассипе муниципалитет шайĕнче йышăннă нормативсене илсен Чăваш Ен тĕп хули Раççейре малтисенчен пĕри шутланать.
РФ Патшалăх Думин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ А.Аршинова йăлана кĕнĕ йĕркепе «Вĕрентÿ» профильлĕ секцин ĕçĕ-хĕлне хутшăннă. Кунашкал мероприятисем уйрăмах практика пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă вăл. Сăмахран, асăннă дискусси площадкинче вĕрентÿ министрĕ те, Рособрнадзор представителĕсем те - пурте - вĕрентÿ сферипе тÿрремĕнех çыхăннисем ĕçленĕ. А.Аршинова кунашкал ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх тĕп йышăнусемпе пуçарусене палăртнă. Вăл каланă тăрăх, «Вĕрентÿ çинчен» саккуна ача сачĕшĕн, уроксем хыççăн юлса хушма вĕренÿшĕн тÿлевĕн ÿсĕмне шута илме, студентсем общежитире пурăннăшăн тÿлекен укçа-тенкĕ инфляци шайĕнчен пысăк пулмалла марри çинчен тÿрлетÿсем кĕртмелли пирки сăмах каланă. Чăваш Енри яллă вырăнсенче пулнă хыççăн вăл кĕçех «Шкул автобусĕ» программа хута каяссине пĕлтернĕ. 
Н.Владимиров депутат пулма тăратнă кандидат çапла хушса каланă: «Асăннă съезд тĕрлĕ регионти профессионалсене çĕршыв аталанăвĕн малашлăхне палăртма, пĕр-пĕрин шухăшĕпе паллашма пĕр площадкăна пуçтарать. Челябинск облаçĕнчи представительсем ун патне пулăшу ыйтса тухнă саккун кăларакансен пĕр пуçарăвĕпе паллаштарнă. Хальхи вăхăтра микрофинанс организацийĕсем çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртес ĕç пырать. Унпа килĕшÿллĕн уйрăм граждансене займ парассине пăрахăçлама пултараççĕ, вак бизнес субъкчĕсемпе уйрăм çын предпринимательсене кредитлассине кăна хăвараççĕ. Статистика çакна кăтартать: финанс ыйтăвĕсенче çителĕксĕр пĕлÿллĕ граждансен 60 проценчĕ «хăвăрт укçа-тенкĕ» пулăшăвĕсемпе усă курать, çавна май хăйсене «пысăк процент ăшне» путарать. 
Пресс-конференцире Н.Малов патне те ыйтусем пулнă. Вăл малтанхи сасăлавра Канашри пĕр мандатлă суйлав округĕпе хăй кандидатурине тăратнă, «Единая Россия» партин съезчĕ хыççăн вăл парти списокне кĕрет. Регион уйрăмĕн руководителĕ парти йышăнăвне пурнăçлама кирлине палăртнă. 
«Единая Россия» парти пĕр мандатлă 18 суйлав округĕнче хăйĕн кандидачĕсене тăратман. Çав шутра - Канаш округĕ те. Çакă вăл шалти политика патшалăх интересĕсене шута илсе тунă стратегиллĕ йышăну - кунсăр пуçне, «Единая Россия» партин регион уйрăмĕн секретарĕ пулнă май маншăн чăн малтанах пĕтĕм командăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсем пĕлтерĕшлине тата Раççей Президенчĕ В.Путин суйлава хутшăнакан кашни кандидатăн хăйсене мар, çĕршыври малта пыракан «Единая Россия» парти политика вăйĕ пулнине кăтартмалла тенине хушса каланă Н.Малов.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика