09 июля 2016 г.
/Малалли. Пуçламăшĕ 49-мĕш номерте/.
Вăрçă!.. Тăван çĕршыв хăрушлăхра, ăна çăлмалла. Вăрçă пуçлансан темиçе кунтанах Хĕрлĕçырта митинг ирттернĕ. Унта хутшăннисем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăшмана çапса аркатма хатĕр тăни, мĕн вăй çитнĕ таран фронта пулăшма хатĕр пулни çинчен пĕлтернĕ. «Пурте - фронт валли, пурте - тăшмана çĕнтерме», - çапла тĕллев лартнă колхозниксем.
Колхоз председателĕ Ф.Сапаркин та 1942 çулхи апрель уйăхĕнче Тăван çĕршыва тăшманран хÿтĕлеме фронта тухса каять. 1942 çулхи май уйăхĕнче стрелоксен 146-мĕш полкĕнче тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçма присяга парать.
1942 çулхи апрель уйăхĕ кашни командирпа салтакшăн çивĕч тĕрĕслев пулнă. Икĕ эрне хушшинче тăшман авиацийĕ 146-мĕш Хĕрлĕ ялавлă стрелоксен дивизийĕ вырнаçнă çĕре тăшман самолечĕсем сывлăша 4000 хут вĕçсе хăпарса тĕрлĕ калибрлă 10000 бомба пăрахнă.
Дивизи салтакĕсем тăшманăн Варшавски шоссе çинче çирĕпленсе ларнă çарсен вырăнне темиçе хутчен те татнă, анчах та унта тĕпленсе ларма пултарайман. Вĕсене тин çеç çапăçăва кĕме хатĕрленнĕ 58-мĕш дивизи салтакĕсем улăштарнă. Май уйăхĕн варринче стрелоксен 146-мĕш дивизийĕ 49 тата 59-мĕш Çарсемпе пĕрлешнĕ çĕрте, Девятовка-Емельяновка лини çывăхĕнче, хĕрÿ çапăçусем пынă.
1943 çулхи январĕн 11-мĕшĕнче, вăрçă пуçланнă 569-мĕш кунĕнче, пĕр хаяр çапăçура Ф.Сапаркина сулахай алăран йывăр амантаççĕ. Çавăн хыççăн ăна киле яраççĕ.
1944 çулхи апрель уйăхĕнче колхоз председателĕ пулма фронтран аманса таврăннă Федор Евдокимович Сапаркина суйлаççĕ.
Шăпах çав вăхăтра ĕнтĕ колхозниксем фронт валли тата 40 мăшăр çăматă, 200 мăшăр алса-чăлха хатĕрлеме сăмах панă. Колхозăн çăм çителĕклĕ пулнă. Анчах ăна малтан таптармалла. Унсăрăн çăматă пусма çук. Çак тĕллевпе Ф.Сапаркин Тутар Республикинчи хăйсемпе кÿршĕллĕ «Искра» колхоза кайса килнĕ. Анчах лешсен çăм тапакан машина вăрçă çулĕсенче юрăхсăра тухнă пулнă-мĕн.
- Сирĕн колхоз тĕреклĕ. Пирĕн çăм тапакан машинăна илсе ĕçе ярăр, - сĕннĕ «Искра» колхоз членĕсем.
Ф.Сапаркин яла таврăнсан çăм тапакан машина туянасси çинчен канашласа пăхнă. Машинăна çийĕнчех турттарса илсе килнĕ. Пĕрисем вырнаçтарма тытăннă, теприсем ăна ĕçлеттермешкĕн Сăхăт шывне пĕвелеме пуçланă. Колхозра арçынсем пулман, пурте фронтра çапăçнă. Икĕ ушкăнĕнче те хĕрарăмсем ĕçленĕ. Вĕсемех пура пуранă, шыв юхтармалли канавсем чавнă, сăвайсем çапнă.
- Хăвăртрах, - хăйсене хăйсем васкатнă, хавхалантарнă хĕрарăмсем, - фронтри упăшкасемпе ывăлсене тăхăнмалли кирлĕ.
Колхозницăсем ĕçленĕ вăхăтра председатель çăм тапакан машинăна майлаштарса ĕçе яма пĕлекен çын шыранă. Шыраса тупать. Куславкка районĕнчи Çатрăк колхозĕнче авалтанпа çăм тапакан машинăпа анлăн усă курнă. Р.Никитин мастера ярса пулăшнă.
Çăм тапакан машинăна часах ĕçе янă. Таврари ялсенчи çынсем татти-сыпписĕр çăм таптарма килсе тăнă. Машинăна талăкĕпех, пĕр чарăнмасăр ĕçлеттернĕ.
- Ытти колхозра çăм таптарас пулсан ăна çавăрма лаша кÿлтереççĕ. Кунта лаша кирлĕ мар, шыв вăйĕпе ĕçлет.
- Ара, халь, вăрçă вăхăтĕнче, çăм таптарма кам лаша патăр. Лаша мăйĕнчен ахаль те сÿсменĕ тухма пĕлмест, - калаçнă çăм таптарма килекенсем.
Вăрçă вăхăтĕнче шыв вăйĕпе ĕçлекен çăм тапакан машина лартни «Хĕрлĕ Кĕтне» çыннисемшĕн кăна мар, таврари ытти ялсенчи çынсемшĕн те лайăх пулнă.
1945 çул пуçламăшĕнче Ф.Сапаркин колхоз членĕсене артелĕн çулталăк хушшинчи ĕçĕсем çинчен отчет туса панă.
- Вăрçă пынине пăхмасăрах çăм тапакан машина лартрăмăр. Ăна тума 48 пин тенкĕ пухнă. Машина ĕçлеме пуçланăранпа колхоза 57 пин тенкĕ укçа пырса кĕчĕ. Çапла вара, çăм тапакан машина пĕр сезонрах хăйĕн хакне кăларчĕ, колхоза 9 пин тенкĕ таса тупăш пачĕ, - тенĕ вăл хăйĕн отчетĕнче.
Отчет хыççăн колхозниксем пĕрин хыççăн тепри сăмах илнĕ, артель хуçалăхне малалла аталантарасси çинчен калаçма пуçланă. Çав пухурах колхозниксем Сăхăт шывне пĕвелесе шыв арманĕ лартма йышăнаççĕ.
Сăхăт шывне икĕ тĕлтен пĕвеленĕ. Пĕр пĕвери шыв çăм тапакан машинăпа, тепри - шыв арманне ĕçлеттерет. Пĕвесем урлă лавсем кăна мар, автомашинăсем те каçса çÿреççĕ.
/Малалли пулать/.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.