09 июля 2016 г.

/Малалли. Пуçламăшĕ 44, 48, 52, 53-мĕш номерсенче/.
1959 çулхи августăн 12-мĕшĕнчен пуçласа хаçат редакторĕ пулса Иван Николаевич Волков ĕçлеме тытăнать.
ВОЛКОВ Иван Николаевич, Чăваш АССРĕн Вăрмар районĕнчи Мăнçырма ялĕнче 1921 çулта çуралнă. Учительсен институтне, партин Аслă шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Пĕр вăхăт КПСС райкомĕн инструкторĕнче ĕçленĕ. 1959 çулхи августран пуçласа 1964 çулхи июнь уйăхĕччен районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ. Республикăри «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн собкорĕ те пулнă.
1962 çулта май уйăхĕнче районсем пĕрлешсе пысăклансан, район хаçатне пĕтерсен Вăрмар районĕнчи «Хĕрлĕ ялав» хаçатра ĕçленĕ И.Волков, А.Казанов, Г.Чернов Канашри производство управленийĕ çумĕнче тухса тăракан «Коммунизмшăн» хаçат редакцине ĕçлеме куçаççĕ. Хаçат Вăрмар, Куславкка, Канаш, Тăвай районĕсене саланнă.
Пĕр çулталăк иртсен партин Тĕп комитечĕ район хаçачĕсене çĕнĕрен йĕркелет.
Вăрмар районĕнчи «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ пулма И.Волковах çирĕплетеççĕ.
Çапла вара Иван Николаевич хăйĕн 1963 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче кăларнă 3-мĕш номерлĕ приказĕпе редакци составне çаксене кĕртет: хаçатăн ответлă секретарĕ пулма - А.Николаев /Тăвай районĕнчи Ураскасси ялĕнчен/; ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ пулма - М.Авксентьев /Кивĕ Вăрмар/; çырусен пайĕн заведующийĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыма А.Романов /Хоруйский/ /Хуруй/; хаçат сотрудникĕ пулма - Г.Чернов /Шăхаль/; корректор пулма Т.Кожин /Шăхаль/.
Каярахри вăхăтра кăларнă приказĕсемпе: редактор заместителĕ пулма - Г.Абрамова /Куславкка хули/; бухгалтер ĕçĕсене пурнăçласа пыма - Т.Львова /Кивĕ Вăрмар/; корректора - И.Иванов /Чулкас/; секретарь-машинисткăна - В.Родзяновăна /Вăрмар поселокĕ/ çирĕплетнĕ.
И.Иванова корректор ĕçĕнчен хăтарса секретарь-машинисткăна куçарать. Корректор пулма Р.Петровăна йышăнать. 1963 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1964 çулхи июнĕн 2-мĕшĕччен хаçат корреспонденчĕ пулса А.Костин ĕçлет.
1964 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнчен типографи директорĕ пулма А.Николаев /Тăвай районĕ, Ураскасси/, уйăрса лартаççĕ.
1964 çулхи июлĕн 29-мĕшĕнчи приказпа Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи Пичет управленийĕн начальникĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн редакци штатне Г.Матвеев радиоорганизатора илеççĕ.
1964 çулхи август уйăхĕнчи приказпа И.Иванова - фотокорреспондента, М.Авксентьева - хаçатăн яваплă секретарьне, Г.Чернова - ялхуçалăх пайĕн заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ.
И.Волков район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ вăхăтра ялхуçалăхĕнче малта пыракансен опытне çутатассине пысăк вырăна хунă, рабселькорсемпе ĕçлессине тивĕçлĕ шая лартма тăрăшнă. Çав вăхăтра литература çулĕ çине тăма пуçланă çамрăксенчен чылайăшĕ, район хаçачĕн редакцийĕнче ĕçлесе, хăйĕн ăсталăхне малалла туптанă.
Тивĕçлĕ канăва тухсан та И.Волков район хаçачĕпе тачă çыхăну тытнă, чи активлă обществăлла корреспондентсенчен пĕри пулнă. Автор хăйĕн материалĕсенче тĕрлĕ ыйтусем хускатать, йывăрлăхсене пĕтермелли мелсем шырать. Статьясемпе тĕрленчĕксенче вăл чăваш çыннин ырми-канм ĕçне, унăн таса чун-кăмăлне, характер çирĕплĕхне çутатать. Çамрăксене воспитани параси, вĕсене тĕрĕс çул çине тăратасси, аслисемпе кĕçĕннисем хушшинчи çыхăнупа хутшăнусене кăтартасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Истори, çарпа патриотизм темисемпе ăнăçлă çырать. Çав вăхăтрах илемлĕ литература хайлавĕсем те калăплать.
Тивĕçлĕ канăва тухсан та И.Волков район хаçачĕпе тачă çыхăну тытнă, чи активлă обществăлла корреспондентсенчен пĕри пулнă. Автор хăйĕн материалĕсенче тĕрлĕ ыйтусем хускатать, йывăрлăхсене пĕтермелли мелсем шырать. Статьясемпе тĕрленчĕксенче вăл чăваш çыннин ырми-канм ĕçне, унăн таса чун-кăмăлне, характер çирĕплĕхне çутатать. Çамрăксене воспитани параси, вĕсене тĕрĕс çул çине тăратасси, аслисемпе кĕçĕннисем хушшинчи çыхăнупа хутшăнусене кăтартасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Истори, çарпа патриотизм темисемпе ăнăçлă çырать.
/Малалли пулать/.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ, Раccей журналисчeсен Союзeн членe.