09 июля 2016 г.

Вырсарникун почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсем хăйсен професси уявне - Раççей почти кунне - паллă тăваççĕ.
Çак уявпа çыхăннă савăнăçлă мероприяти Шупашкарти художество театрĕн залĕнче иртнĕ. Почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсене ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ А.Иванов саламланă.
«Çĕршер çул каялла йĕркеленнĕ пулсан та «Раççей Почти» хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть, çĕнĕрен çĕнĕ информаци технологийĕсемпе усă курса паянхи рынок ыйтнине пурнăçа кĕртсе пырать. Компанири çĕнĕлĕхсем клиентсене паха пулăшупа тивĕçтерессине татах та лайăхлатĕç», - тенĕ министр. Уйрăмах Александр Степанович «Раççей Почтин» ĕçченĕсене хаçат тиражĕсене упраса хăварас ĕçре пĕрле килĕштерсе ĕçленĕшĕн тав тунă.
«Раççей Почти» ФПУП-ĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн управленийĕн директорĕ В.Тимофеев паянхи кун компани тĕплĕ модернизаци çулĕпе пынине каланă, модернизаци тĕллевĕ - клиентсене кÿрекен пулăшу пахалăхне ÿстересси, почтăра пĕтĕмпех хăвăрт, çăмăллăн, меллĕ пултăр тесе çине тăрасси. Вăл «Раççей Почти» Чăваш Енри филиалĕн коллективĕ çак тĕллевсене тивĕçлĕ пурнăçласса шанни çинчен пĕлтернĕ.
Вăрмар почтамчĕн ĕçченĕсем те хăйсен уявне тивĕçлĕ шайра кĕтсе илчĕç. Раççей почтин кунĕ ячĕпе почта çыхăнăвĕн сферине аталантарас ĕçре нумай çул ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотине Тикашри çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Л.Ильина тивĕçнĕ. Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн Тав çырăвне Вăрмарти почта çыхăнăвĕн 1-мĕш класлă çыхăну операторĕ Т.Чиркова илнĕ. «Раççей Почти» ФПУП-ĕн Хисеп грамотине Чупайĕнчи çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Т.Егорова, «Раççей Почти» ФПУП-ĕн Тав çырăвĕсене Мăнçырмари çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Е.Николаева, Шăхалĕнчи 3 класлă почтальонĕ З.Тапинова, Пысăк Енккассинчи çыхăну уйрăмĕн 3 класлă почтальонĕ С.Яковлева тивĕçнĕ. «Раççей Почти» федераллă патшалăх унитари предприятийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн Хисеп хăми çине Вăрмар почтамчĕн 1-мĕш класлă çыхăну операторне Л.Семеновăна кĕртнĕ.
Тикашри çыхăну уйрăмĕн начальникĕнче Лидия Ивановна 1979-мĕш çултанпа вăй хурать. Çыхăну уйрăмĕнче унсăр пуçне тата тепĕр 3 почтальон. Г.Митрофанова 2011 çултанпа ĕçлет, вăл Хĕрлĕçыр çыннисене хаçат-журналпа тивĕçтерет. Г.Воробьева 2014 çултанпа почтальонра, вăл хаçат-журнала Тикаш ялĕ тăрăх салатать. А.Иванова 2001 çултанпа Çĕнĕ Вĕренер çыннисене хаçат-журналпа тата ыттипе те тивĕçтерет. Лидия Ивановна коллективра пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса ĕçленипе кăмăллă.
Вăрмар почтамчĕн начальникĕ С.Риманов коллективпа пĕрле тачă çыхăнса ĕçлесен кăна ăнăçу тупма май пуррине калать. Ĕçрен пушă вăхăтра тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсене, пултарулăх мероприятийĕсене хутшăнни коллектива татах та çирĕплетет. Акă Вăрмар почтамчĕн начальникĕн заместителĕн Е.Васильеван ĕçне уйрăмах палăртса хăвармалла. Почта ĕçĕнче вăл - 2004 çултанпа. Малтанах бухгалтер, унтан тĕп бухгалтерăн заместителĕ, 2010 çултан почтамт начальникĕн заместителĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.Михайлова.