09 июля 2016 г.
Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин черетлĕ ларăвне уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев çĕршыв пуçлăхĕ коррупципе пĕр шелсĕррĕн кĕрешмешкĕн тĕллев лартнине аса илтернĕ.
М.Игнатьев социологи ыйтăмĕсем граждансем влаç органĕсен коррупципе кĕрешес енĕпе пурнăçлакан ĕçне ырăпа хакланине, республикăра ку енĕпе кирлĕ норма-право акчĕсене йышăннине палăртнă. Коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тăрă шыв çине кăларнине айăплисене явап тыттарнине пĕлтернĕ. Республика Пуçлăхĕ халăхăн юридици пĕлĕвне ÿстерме чĕнсе каланă, профилактика ĕçне вăйлатма сĕннĕ.
Ларура пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, сывлăх сыхлавĕ, вĕренÿ сферисенче коррупци сĕмĕллĕ преступленисене асăрхаттарас тата тупса палăртас тĕлĕшпе йĕркелекен ĕçе сÿтсе явнă. ЧР ШĔМĕн полици пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан А.Николаев каланă тăрăх - асăннă сферăсене бюджетран укçа-тенкĕ ыттисемпе танлаштарсан ытларах уйăрнăран шăпах вĕсенче хысна нухратне куç хывнă тĕслĕх нумайрах пулать. Акă кăçал ЖКХ тытăмĕпе çыхăннă 7 преступление регистрациленĕ, çав шутран 5-шĕ - коррупци сĕмĕллĕ. Сывлăх сыхлавĕн сферинче - 17, вĕсенчен 15-шĕ - взятка таврашĕпе çыхăннисем. Тăкак 3,5 миллион тенкĕпе танлашнă. Вĕренÿ тытăмĕнче коррупци тĕслĕхĕсем пуринчен те ытларах пулаççĕ. ШĔМ кăçал ку енĕпе 36 уголовлă ĕç пуçарнă, тăкак - 8,5 миллион тенкĕлĕх.
ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ А.Самойлова хăйсене пăхăнакан пĕтĕм учрежденире коррупципе кĕрешекен комиссисем туса хунине пĕлтернĕ. Больницăсенче ăнлантару ĕçĕсем, семинарсем ирттернине - чирлисем взятка ан сĕнччĕр тесе врачсен хăйсене мĕнле тытмалли тата ытти пирки - пĕлтернĕ. Пациентсене анкетăсене хутшăнма, вĕсем медицина пулăшăвне, тухтăрсен ĕçне мĕнле хакланине пĕлес тĕллевпе ыйтусене хуравлама сĕннине палăртнă. Министр медицина ĕçченĕсем пациентсене вăл е ку процедурăна патшалăх учрежденийĕсенче мар, хăйсем вăй хуракан уйрăм çын клиникисенче тума хистени çинче те чарăнса тăнă. «Çак тĕслĕхре эпир тĕрĕсмарлăх куратпăр. Пациентсем кăмăлсăр. Пирĕн çак ыйтăва саккун кăларакансене уçăмлатма сĕнмелле», - тенĕ Алла Владимировна. М.Игнатьев ĕç паракансен тимлĕ пулмаллине, харăсах икĕ çĕрте вăй хуракан врачсем уйрăм çын клиникинче пациент нумайрах пултăр тесе тăрăшассине каланă.
А.Самойлова çавăн пекех патшалăх туянăвĕсем çинчен те каласа кăтартнă. Эмел препарачĕсен туянăвне - 80 процент, медицина изделийĕсене - 70 процент, пулăшу ĕçĕсене йĕркелессине /апатлантару, япала çăвасси т.ыт.те/ 100 процент централизациленине пĕлтернĕ. Регион Пуçлăхĕ поставщиксем эмелсемпе тата медицинăн ытти изделийĕпе вăхăтра тивĕçтерччĕр тесен тендер /конкурс, аукцион/ документацине тĕплĕн хатĕрлемеллине аса илтернĕ.
ЧР вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан С.Петрова кăçал 9-мĕш тата 11-мĕш класс пĕтерекенсем экзамен тытнă вăхăтра коррупципе çыхăннă тĕслĕхсем ан пулччăр тесе тĕрĕслев иртекен пĕтĕм пунктра мĕн пулса иртнине онлайн мелпе кăтартакан тытăм вырнаçтарни çинчен каласа кăтартнă. Мерăсем йышăннă пулин те йĕркене пăснă 82 тĕслĕх тупса палăртнă, çав шутран 24-шĕ - ППЭ вăхăтĕнче. С.Петрова министерство студентсем коррупцие мĕнле хакланине пĕлес тĕллевпе ирттернĕ социологи ыйтăмĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе те паллаштарнă. Вăл каланă тăрăх - студентсем коррупципе кĕрешмелли политика çинчен пĕлеççĕ тата çакнашкал тĕслĕхсене асăрхасан яваплă органсене пĕлтерме хатĕр. Вĕренÿ организацийĕсен сайчĕсенче «Прокуратура ăнлантарать» тата ытти баннер уçнă, укçа-тенке саккунсăр майпа пухнин ыйтăвĕсемпе «хĕрÿ линисемпе» «шанăç телефонĕсем» ĕçлеççĕ.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи коррупци сĕмĕллĕ преступленисене сÿтсе явнă май М.Игнатьев ЧР Строительство министерствине управляющи компанисене лицензи панă чухне вĕсен ĕçне тĕрĕс хаклама сĕннĕ, пулăшу ĕçĕсен рынокне таса мар чунлă организацисене кĕртмелле маррине чĕнсе каланă.
Патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курассин тытăмĕнче правăна пăснă тĕслĕхсем ан пулччăр тесе мĕнлерех профилактика ĕçĕсем ирттернипе ЧР Следстви комитечĕн пуçлăхĕ А.Мигушев тата Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Н.Тимофеева паллаштарнă. Республика Пуçлăхĕ коррупципе кĕрешес ĕçе тата вăйлатма чĕнсе каланă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.КЛЕМЕНТЬЕВА.