АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куçа-куçăн пулсан - витĕмлĕрех

09 июля 2016 г.

Куçа-куçăн пулсан - витĕмлĕрех

Июлĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче РФ Патшалăх Думин вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ А.Аршинова   республикăри  журналистсемпе пресс-конференци ирттернĕ. 

Алена Игоревна журналистсене сывлăх суннă май чи малтанах хăйĕн ĕçĕнче журналистсемсĕр пурăнайманни пирки, вĕсемпе тĕл пулса калаçма тÿр килнĕшĕн хĕпĕртенине каланă.
Вăл массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсене хăйĕн 4 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. А.Аршинован тĕп тĕллевĕ - регион интересĕсене РФ Патшалăх Думинче хÿтĕлесси, патшалăх вĕрентÿ программисем еплерех аталанса пынине йĕркелесе тăрасси. Икĕ çул каялла ăна чи ăнăçлă депутат тесе йышăннă пулнă. А.Аршинова «Ачасене - ача сачĕсем» проектăн кураторĕ, ку вăл - вĕрентÿ сферинчи чи ăнăçлă проектсенчен пĕри. Алена Игоревна ача сачĕсенче туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă. Тĕслĕхрен, ашшĕ-амăшĕ ачана ача садне çÿретнĕшĕн тÿлекен ĕç укçине уçăмлатнă, урăхла каласан мĕншĕн тÿлени паллă. Шкул вĕрентĕвĕн сферинче йывăрлăхсем нумаййине палăртнă вăл. «Ачасен çĕнĕ шкулсенче вĕренмелле», - тенĕ Алена Игоревна хăй Комсомольски районĕнче хăпартнă çĕнĕ шкула кайса курни çинчен каласа панă май. Шупашкарта ачасем 2-мĕш, 3-мĕш сменăпа вĕренеççĕ. Ку ыйтăва та татса памалла.
Икĕ сехете яхăн пынă конференцире заочнăй йĕркепе вĕренес, Атăлçи Федераллă округра ытти регионсем хушшинче Чăваш Ен мĕнлерех вырăн йышăнни, ача сачĕсене çÿрекенсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, çĕнĕ шкулсем хăпартасси, вĕсене реконструкцилесси тата ытти пирки те ыйтусем пулнă. Кашни ыйту çинче Алена Игоревна тĕплĕн чарăнса тăнă, хăшĕ-пĕрисене çÿллĕрех шайра татса пама шантарнă.
А.Аршинова интернетри социаллă сетьсенче активлă ĕçлет. Хăй май килнĕ таранах пурне те пулăшма тăрăшать. Ку хутĕнче те вăл журналистсемпе уççăн, куçа-куçăн калаçса ĕçлени витĕмлĕ пулнă. РФ Патшалăх Думин депутачĕ журналистсене ăшшăн йышăннăшăн тав тунă, хăй те журналистсен йышне кĕнĕ пекех туйăнни çинчен каланă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика