06 июля 2016 г.
_Preview.jpg)
«АККОНД» Чăваш Ен тĕп хулинче иртнĕ Республика кунне активлă хутшăннă. «Регионсем - чикĕсĕр хутшăну» регионсем хушшинчи 23-мĕш куравра тăратнă илĕртÿллĕ экспозици нумайăшĕн асĕнче юлчĕ.
Валерий Иванов, «АККОНД» АО генеральнăй директорĕ:
«АККОНД» мĕн пурри çинче чарăнса тăмасть. Предприятин стратегиллĕ задачисенчен пĕри - паха продукцине илсе çитермелли вырăнсене анлăлатасси».
Кашни çулах Шупашкарта иртекен «Регионсем - чикĕсĕр хутшăну» курав тĕрлĕ отрасльти пысăк предприятисене пуçтарать. Ку хутĕнче те Чăваш Енри, Раççейĕн 10 регионĕнчи, ют çĕршывсенчи участниксем хăйсен пуянлăхне кăтартрĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе республикăра иртекен пĕр мероприяти те, регион-и вăл, е федераци шайĕнче иртет-и - «АККОНДсăр» иртмест.
Паянхи кун «АККОНД» ялхуçалăхĕн комплексне çĕнетсе çирĕплетессине тĕпе хурса ĕçлекен Раççейри 199 предприяти йышне кĕрет. Кăçал «Акконд-агро» ĕне фермин комплексĕнче çĕнĕ пăру вити тата хăйсем çитĕнтерекен утăпа тырра упрамалли икĕ сооружени хăпартма планланă. Çавăн пекех планра - «АККОНД МОЛОКО» сĕт-çу цехне реконструкцилесси: производствăпа склад вырăнĕсене ÿстересси, виçсе чĕркекен çĕнĕ линисем хута ярасси, сĕт-çу продукцийĕн ассортиментне ÿстересси. «АККОНДшăн» ялхуçалăхне мала ярасси, республикăра пурăнакансене ĕç вырăнĕсемпе, Чăваш Ене вара - экологи тĕлĕшĕнчен таса вырăнта туса кăларакан продукципе тивĕçтересси пĕлтерĕшлĕ.
«АККОНД» «Регионсем - чикĕсĕр хутшăну» куравра тăратнă илĕртÿллĕ те пысăк экспозицийĕ нумай çынсене хăйĕн патне туртрĕ. Республика çыннисемпе хăнисем сĕт-çу продукцийĕсемпе çĕнĕ пылак канфечĕсене тутанса пăхрĕç. Экспозици умне çамрăк ачасем чылаййăн пухăнчĕç, вĕсем валли ятарласа конкурс программине хатĕрленĕ, ачасем «АККОНДăн» продукцине еплерех пĕлнине тĕрĕсленĕ. Пылак парнесемсĕр никам та юлман.
2016 çула Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Паллах, «АККОНдăн» хăйĕн 70 çулхи историйĕнче мухтанмалли пурах. Кондитер фабрикинче производствăра ĕçленĕ темиçе ăру çыннисен сăн ÿкерчĕкĕсем «Ĕç династийĕсем» стенда илемлетрĕç.
«АККОНД» компанисен ушкăнĕ «Регионсем - чикĕсĕр хутшăну» куравра хутшăннăшăн, хăйсен ĕçне тивĕçлипе кăтартма пултарнăшăн хăйĕн предприятийĕсене, çавăн пекех «АККОНД» продукцине туянакансене тав тăвать.
«АККОНД» продукцине пирĕн çĕршывра кăна мар, унăн тулашĕнче те юратаççĕ, пысăк хак параççĕ. Çакна кондитер фабрикин партнерĕсем тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕç. Чăваш Ен аталанса пыракан тата инвестици тĕлĕшĕнчен илĕртÿллĕ регион пулнине кура делегацисем яланах килсе тăраççĕ. Вĕсен программинче яланах планпа Раççейре паха кондитер продукцине туса кăларакан чи паллă фабрикăсенчен пĕрне - «АККОНДа» çитсе курасси.
Кăçал та «АККОНД» кондитер фабрики ĕçлĕ тĕл пулусен тĕп площадки пулса тăчĕ. Кунта Архангельск облаçĕн, Крым, Абхази, Узбекистан, Итали çыннисем пулса курчĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе вĕсем валли ятарласа производство ĕçĕпе паллаштаракан экскурсисем ирттереççĕ. Хăнасем яланах кондитер-мастерсен, пысăк технологиллĕ оборудованисен лайăх ĕçне палăртаççĕ, фабрикăн пылак çимĕçĕсем пысăк пахалăхлă пулнине, çынсем ăна уйрăмах юратни çинчен калаççĕ. Çавна май вĕсем «АККОНДăн» генеральнăй директорĕпе В.Ивановпа пĕрле çыхăнса ĕçлемелли майсене çирĕплетессишĕн тăрăшаççĕ. Çапла юлашки тĕл пулусенчен пĕри вăл - «Регионсем - чикĕсĕр хутшăну» курав шайĕнче килсе çитнĕ Итали делегацийĕпе курнăçни. Фабрика территорийĕ - партнерсемпе тĕл пулмалли пĕртен-пĕр вырăн мар. «АККОНД» Раççейре, унăн тулашĕнче иртекен куравсенче яланах активлă хутшăнать. Юлашкинчен пĕри - Шанхайра /Китай/ иртнĕ «SIAL China”. Унта та “АККОНД» хăйĕн продукцине çитерсе парать. Паянхи кун фабрикăн пылак çимĕçĕсем Китайăн нумай регионĕсенче сарăлнă. Китай партнерĕсем «АККОНДăн» кондитер изделийĕсен пысăк пахалăхне, фабрика шанчăклă партнер пулнине палăртаççĕ.
Виçĕ куна пынă «SIAL China» куравра «АККОНДăн» экспозицине тĕрлĕ партнерсем пырса курнă. Вĕсем кондитер изделийĕсен ассортименчĕпе паллашнисĕр пуçне малашне çак фабрикăпа тачă çыхăну тытса ĕçлемелли плансене сÿтсе явнă, малашне пылак çимĕçсемпе тивĕçтермелли килĕшÿсене алă пуснă.
Источник: "Урмарская районная газета"