06 июля 2016 г.

Вăрмар тăрăхĕнче çав тери пултаруллă та маттур, нимĕнле йывăрлăхран та хăраса тăман çынсем пурăнаççĕ тесен пĕртте йăнăшмастăп пулĕ тетĕп. Мĕншĕн тесен вĕсем хамăр район территорийĕнче, район тулашĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕхе тĕрлĕ отрасльсенче аталантарас енĕпе пысăк пуçарулăх кăтартаççĕ. Акă, районта уйрăм çын предпринимательсем çĕвĕ цехĕсем уçса ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ, уйрăм саккассемпе йывăçран сĕтел-пукан ăсталаççĕ, евростандартпа чÿречесемпе алăксем хатĕрлекен тулли мар яваплă обществăсем йĕркелеççĕ тата ытти те. Ку хутĕнче эпир хура тата çутă тимĕртен касса хуçалăхра кирлĕ таварсем хатĕрлесе кăларакансем çинчен каласа кăтартасшăн.
Малтанласа Павловсем хăйсен ĕçне апат-çимĕç таварĕсем сутассинчен пуçланă. 2004 çулта уйрăм çын предприниматель пулни çинчен документпа килĕшÿллĕн «Радуга» лавкка уçаççĕ. Пуçаруллă çынсем пуçаруллах вĕсем. Пĕр вырăнта тăмаççĕ, яланах шыравра. Программист дипломĕ алăра пулни те вĕсен ывăлне - Эдуарда - халĕ çаврăнса кайнă ĕçре пирвайхи утăмсене тума чăрмантармасть. 2011 çултанпа вăл хăйсен кил хушшинчех сварка аппарачĕпе хура тимĕртен тĕрлĕ калăпăшлă бачоксем шăратса тума тытăнать. Малтан унăн изделийĕсем Вăрмар тăрăхĕнче кăна сутăннă пулсан, каярах республикăра та пĕлеççĕ. Çапла, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн Павловсен ĕçлеме ÿркенмен туслă çемйи хăйĕн производство калăпăшне ÿстерсе пырать, 2013 çулта Вăрмарти сĕтел-пукан фабрики территори çумĕнчи 50 сотăй чухлĕ çĕр лаптăкне аренда шучĕпе илеççĕ, унти вырăна ĕç процесĕ валли пĕтĕмпех хатĕрлесе çитереççĕ.
Паянхи кун ĕç кĕрлесе кăна тăрать. Акă хатĕр изделисен картишĕнче тем те курма пулать. Хура тимĕртен ăсталанă 7 тĕрлĕ мунча кăмаки, какай ăшаламалли мангалсем, ялхуçалăхĕнче усă курмалли пысăк кăмака çинче хуран лартса пĕçермелли /кунта ăна хăйсемле печка-прачка теççĕ/, тĕрлĕ калăпăшлă теплицăсем, пахчара суха ĕçĕсене тумалли хатĕрсем, тĕрлĕрен виçеллĕ хура тата çутă тимĕртен ăсталанă бачоксем тата ытти те. Йăлтах кунта туса хатĕрлеççĕ. Уйрăм саккаспа та ĕçлеççĕ. Пурĕ ку енĕпе 8 çын тăрăшса вăй хурать. Хура металлсене кирлĕ калăпăшпа ятарлă станок çинче Андрей тата Эдуард Павловсем /вĕсен пуçаруллă ывăлĕсем/ касса хатĕрлеççĕ. Палăртас пулать, асăннă ĕç вĕсен автоматизаци майĕпе пулса пырать, урăхла каласан, малтан компьютер çинче программине палăртаççĕ, унтан плазмăпа касакан станок çинче хăйсене кирлĕ пек эрешлесе фигурăсем касса хатĕрлеççĕ. Çакă ĕç хăвăртлăхне ÿстерме тата тавара пахалăхлă тума май парать. Ытти вăй хуракансем - А.Краснов, А.Кузнецов, А.Филиппов, А.Арсентьев, Р.Морозов, А.Алексеев сварщиксем, Л.Анилин штамповщик хăйсене шанса панă тивĕçне пысăк пахалăхпа тата вăхăтра пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ. Уйăхсерен илекен ĕç укçи вĕсен 15-20 пин тенкĕпе танлашать. Ĕçĕ те çав тери нумай кунта. Сварщиксем те çитмеççĕ. Çапла, вĕсем хатĕрлесе кăларакан продукцие, сăмахран, çаврака баксене Тутар Республикинчен килсе туянаççĕ. Уйăхне 40-50 штук тĕрлĕ калăпăшлă мунча бакĕсене Чăваш Енри тĕрлĕ кĕтессене ăсатаççĕ тата ытти те. Хĕллехи вăхăтра та ĕç вĕресе тăрать. Тĕрлĕ хулăнăшлă тимĕртен сварщиксем мунча кăмакисене сварка аппарачĕпе шăратса ăсталаççĕ, кăмакан малти умне эрешлесе илемлетеççĕ, пахалăхшăн тăрăшаççĕ. Ахальтен мар пулĕ вĕсен продукцине туянакан халăхăн географийĕ çав тери анлă. Уйрăм саккасĕсем те йышлă. Апла пулсан халăх вĕсем кăларакан продукцие кăмăллать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА.