АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тумхахлă та мухтавлă çулпа»

02 июля 2016 г.

/Малалли. Пуçламăшĕ 44, 48, 52-мĕш номерсенче/. 

Герман Матвеевич Матвеев Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнче 1925 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. Ялти шкулта вĕреннĕ хыççăн 16 çулхи каччă Амур облаçĕнчи Кивда поселокĕнче ФЗОра вĕреннĕ, шахтăра тăрăшнă. Ун хыççăн тăван ялне таврăнса, 1948 çулта апрелĕн 15-мĕшĕнче районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатра ĕçлеме тытăннă.
Райком членĕсене, ревизи комиссине тата Шупашкара партконференцие кайма делегатсем суйланă хыççăн ВКП «б» райкомĕн пĕрремĕш организациллĕ пленумĕнче райком секретарĕсене, бюро членĕсене суйларĕç, пайсен заведующйĕсене çирĕплетрĕç.
- Халĕ район хаçачĕн редакторне çирĕплетмелле пулать. Кам сăмах илет; - терĕ пленума ертсе пыракан И.А.Афанасьев.
- Мана сăмах парăр-ха? - терĕ И.Н.Волков, «Коммунизм ялавĕ» хаçат собкорĕ, ĕнер райĕçтăвком председателĕн заместителĕ тата райплан председателĕ пулма суйланнăскер.
- Тархасшăн, - илтĕнчĕ Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Председателĕн сасси.
- Эпĕ район хаçачĕн редакторĕ пулма Герман Матвеевич Матвеева сĕнетĕп. Вăл хаçат ĕçне пĕлет. Ĕçлеме пултарать, - терĕ И.Н.Волков трибуна çинчен.
- Пленум хупăнчĕ. Эпĕ - редактор. Пĕр енчен савăнмалла та ĕнтĕ. Анчах умра - нихăш редактор та ку таранччен ĕçленисем çук, йывăр ĕçсем, хуçалăх ĕçĕсем: типографи çурчĕ тумалла».
1952 çулхи августăн 17-мĕшĕнче кун кĕнеки çине çапла çырать: «... Акă кăштах сывласа ятăм. Пĕр уйăх ĕнтĕ кун кĕнеки çырма пушанаймарăм, пурнăçăн канлĕхне тупаймарăм. Аслă тинĕс варринчи хумсем пек кăнтăрла та, çĕрле те лăпланаймарăм. Ăçтан-ха канлĕ ларăн: редактора тин çеç суйланнă. Çав вăхăтрах редакцин çĕнĕ çуртне Буинскран турттарса килесси, лартасси тата унпа çыхăннă нумай-нумай ĕç пуçа канлĕх памаççĕ. Е укçи çитмест, е автомашина тупма хĕн, е ытти чăрмавсем. Юрать юлташсем пур. Августăн 26-мĕшĕнче 2 пин тенкĕ укçа çитмерĕ, ăçтан тупас; Каç пулать, банк хупă, ыран ирхине вара пригороднăй пуйăспа Буинска каймалла. Райком секретарĕ В.Алексеев, ĕçтăвком председателĕ М.Березина патĕнче пулатăп - тивĕçлĕ пулăшу çук. Урмара хисеплĕ юлташăма - кĕнеке магазинĕн заведующине Л.Михайлова куратăп. Вăл манăн йывăрлăха ăнланчĕ, укçа тупса пама пулчĕ. Унпа хăйĕн сутуçи Н.Денисов та кăмăллăн килĕшет. МТС-ран машина ыйтса илетпĕр. Юрать-ха пирĕн Саминова бухгалтер харсăр - часах вĕсемпе Мăнçырмана укçа илме вĕçтерет.
Çурта кÿрсе килнĕ. Чукун çул хĕрринчен автомашинăпа турттармалла. Виçĕ кунтан шофер та тупăнчĕ. Лайăх кăмăллă, çамрăк çын, çумăрлă çанталăкра çĕрĕпех пирĕн çурта турттарчĕ. Г.Матвеев хаçат редакторĕнче 1954 çулхи сентябрь уйăхĕччен ĕçлет.
Ун хыççăн вăл пĕр вăхăт кÿршĕллĕ Тăвай районĕн «Ленинец» хаçат редакторĕнче, хамăр района таврăнсан, мĕн çĕре кĕричченех радиоорганизатор пулса вăй хурать.
Хăйĕн ĕмĕрĕнче статьясемпе, заметкăсемпе пĕрлех миçе фельетон çырман-ши вăл? Вĕсен айне час-часах «Ухруль» псевдоним лартнă.
Унăн радиожурналистикăри ăсталăхĕ пирки вара Шупашкарта ирттернĕ семинарсенче те сахал мар сÿтсе явнă.
Пултаруллă çыравçăн ĕмĕчĕ пысăкчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл хăйĕн кун кĕнекинче çакăн пек сăмахсем çырса хунăччĕ: «Атăл тинĕсне «ГЭСне ĕнтĕ» курасчĕ тата XXI ĕмĕр хапхинчен кĕресчĕ». Атăл ГЭСне курчĕ пирĕн ĕçтешĕмĕр, анчах... тепĕр ĕмĕчĕ пурнăçланаймарĕ. Питех те шел, вăл пирĕнтен 55-рех уйрăлчĕ, 1980 çулта çĕре кĕчĕ. 
1958 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 25-мĕшĕччен хаçатăн ответлă секретарĕнче Николай Николаевич Николаев /Арапуç/ тăрăшать.
1958 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнчен хаçат 4 страницăпа тухма пуçланă. Хаçат редакцийĕ çумĕнче литература пĕрлешĕвĕ йркеленĕ. Çавăн хыççăн «Литература страници» кăларма тытăнаççĕ. Малтанхи страницăра Кăсăя Ваçлейĕн сăввисене вырăн панă. Çулталăк пуçламăшĕнче редакцире пĕр телефон - редакторăн çеç пулнă пулсан, июнь уйăхĕнче телефон пĕтĕмĕшле пая тата типографие лартса параççĕ.
1959 çулхи августăн 12-мĕшĕнчен пуçласа хаçат редакторĕ пулса Иван Николаевич Волков ĕçлеме тытăнать. 


/Малалли пулать/.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ, Раccей журналисчeсен Союзeн членe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика