АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Дмитрий Медведев: «Пурнăçлайманнине шантармалла мар, шантарнине пурнăçламалла»

02 июля 2016 г.

Дмитрий Медведев: «Пурнăçлайманнине шантармалла мар, шантарнине пурнăçламалла»

«Единая Россия» политика партийĕ Патшалăх Думин суйлавне кампа тата мĕнле каяссине çирĕплетнĕ.

Июнĕн 25-27-мĕшĕсенче Мускавра «Единая Россия» партин XV съезчĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ. Унта парти Программин положенийĕсене - Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин çиччĕмĕш созыври суйлавне каякан кандидатсене çирĕплетесси тата çитес пилĕкçуллăхра Раççей аталанăвĕн стратегийĕсене сÿтсе явасси тĕп задача пулнă. Съезд ĕçĕ-хĕлне çĕршыври тĕрлĕ регионсенчен, çав шутра Чăваш Республикинчен те, икĕ пин ытла делегат хутшăннă. «Экономика ÿсĕмĕпе ырăлăхĕ», «Сывă пуласлăх», «Халăх контролĕпе влаç эффективлăхĕ», «Социаллă политика», «Наука тата вĕрентÿ», «Гражданла общество аталанăвĕ», «Аграри патшалăхĕ», «Вăйлă Раççей», «Культурăра малта пырасси», «Пурнăç пахалăхĕ» темиçе дискусси площадкисенче делегатсем «Единая Россия» партин суйлав умĕнхи тĕп саманчĕсене сÿтсе явнă. 
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев вĕренÿ аталанăвĕ енĕпе дискусси иртекен площадкăри Чăваш Енри делегатсен ĕçĕ-хĕлне комментари панă май çапла палăртнă: «Пирĕн республикăра ытти регионсемпе танлаштарсан çутçанталăк ресурсĕсем çук, çавăнпа та тĕп пуянлăх вăл - çынсем». 
«Эпир тĕрлĕрен программăсемпе конкурссене хутшăнатпăр, кăçал РФ вĕрентÿ Министерстви шайĕнчи конкурсра çĕнтертĕмĕр, тĕрлĕ отрасльти çамрăк профессионалсене хатĕрлес программăна çĕршер миллион тенкĕ явăçтаратпăр. Инвестици çамрăксене ăс-тăн енчен аталантарма каять, çапла майпа кунашкал условисем туса пани вĕсене тивĕçлĕ ĕç вырăнĕсем тупма май парать. Çакă вăл тĕп задача», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. 
Июнĕн 27-мĕшĕнче пленарлă ларура Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин тата премьер-министр, «Единая Россия» парти председателĕ Д.Медведев тухса калаçнă. В.Путин «Единая Россия» парти çине тăнипех стратеги аталанăвĕн ыйтăвĕсем тĕлĕшĕпе общество килĕшĕвне туса хунине уйрăммăнах палăртнă. Çакă экономикăра тата социаллă сферăра пысăк улшăнусем тума май панă, çав шутра - нацин приоритетлă проекчĕсене, сăмахран, демографин масштаблă программине пуçарса яма та. 
Раççей Президенчĕ суйлавçăсем «Единая Россия» партие шаннăран ĕнтĕ çакă пĕтĕмпех пурнăçланнине уйрăммăнах палăртнă. Çак ăнăçу вăхăтпа та, çитĕнÿсемпе тата конкретлă ĕçсемпе те, суйлав умĕн панă сăмаха пурнăçлассин яваплăхĕпе те çирĕпленнĕ. 
«Единая Россия» партин суйлав умĕнхи программи пирки каласан, В.Путин партин яваплăхĕ çинчен аса илтернĕ, парти программинчи кашни пункчĕшĕн отчет памалла, мĕншĕн тесен çакă вăл, чи малтанах, халăхăн пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă, унтан вара, паллах, çĕршыври кашни гражданина пырса тивет. 
«Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕн заместителĕ, Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов парти программи социаллă туртăмлă пулнине палăртнă. «Вĕренĕве, шкулсен строительствине, сывлăх сыхлавне, медицинăри кадр политикине, çул-йĕр тăвассине, урăхла каласан çынсен пурнăç пахалăхне ÿстерессине тимлени савăнтарать», - тенĕ Л.Черкесов. Сентябрĕн 18-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думине каякан кандидатсен списокне «Единая Россия» партин съездĕнче çирĕплетни пĕлтерĕшлĕ. Аса илтеретпĕр, кăçалхи май уйăхĕнче иртнĕ малтанхи сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх список йĕркеленнĕ. 
Çĕршывăн стратегиллĕ интересĕсене тата вăрăм сроклă тĕллевĕсене тĕпе хурса парти съезчĕ хăйĕн вăйне çухатман 225 округран 203 пĕр мандатлă суйлав округĕн кандидачĕсене тăратма палăртнă. Чăваш Енрен Шупашкарти пĕр мандатлă суйлав округĕпе Шупашкар хула пуçлăхне Л.Черкесова тăратнă. Чăваш Республикинчен çавăн пекех тата тепĕр виçĕ кандидат: Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ А.Аршинова, Чăваш Енри Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Н.Малов тата Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Н.Владимиров регион ушкăнĕнчи - Чăваш Енсĕр пуçне Мордва, Марий Эл тата Чулхула облаçĕ - парти списокĕпе суйланĕç. Çĕршыври 22 округ йышне кĕнĕ Канаш округне «Единая Россия» парти хăйĕн кандидатне тăратмасть. Канашри пĕр мандатлă суйлав округĕпе умĕнхи сасăлава хутшăннă Н.Малов съезд йышăнăвĕпе килĕшнĕ тата Чăваш Енре пурăнакансем «Единая Россия» партие чăн политика вăйне ĕненнине çирĕплетнĕ. Çавăнпа та тĕрĕслĕхпе шанăç çинче йĕркеленнĕ пĕрлехи ĕç малалла тăсăлĕ. 
Патшалăх Думине суйлама тăратнă кандидатсем паллă пулсанах Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев çапла каланă: «Хăш партинчен тăратнă кандидатсен хăйсен ĕçне чăннипех те кăтартма пултараççĕ тата парти программине кĕртнĕ тĕллевсене пурнăçлаççĕ пулсан вĕсем яланах çĕнтереççĕ». - Эпĕ пĕлтĕр «Единая Россия» партинчен хамăн кандидатурăна тăратнăччĕ, «Единая Россия» - чăн ĕçсен партийĕ пулнине кăмăлпа палăртатăп. Вăл пушă сăмах çаптармасть, мĕн шантарнине пĕтĕмпех пурнăçлать», - хушса каланă вăл.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика