АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пултаруллисем пысăк хака тивĕçрĕç

02 июля 2016 г.

Чи пултаруллисем пысăк хака тивĕçрĕç

Паян, июлĕн 2-мĕшĕнче, потребкоопераци ĕçченĕсем Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунне паллă тăваççĕ. Çак ятпа Вăрмар райповĕн ларусен залĕнче савăнăçлă лару-тăрура ĕç коллективĕн пухăвĕ иртрĕ.  

Райпо Канашĕн председателĕ С.Харитонов райпо ĕçченĕсене пурне те уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, нимĕнле йывăрлăха пăхмасăрах ĕçе яланах лайăх кăмăлпа çÿреме ырлăх-сывлăх сунчĕ, килĕштерсе ĕçленĕшĕн тав турĕ.
Райпо Канашĕн председателĕн заместителĕ, профсоюз комитечĕн председателĕ Н.Семенова кунти профсоюз ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. 
Райпо Канашĕн председателĕ Сергей Николаевич уяв ячĕпе ĕçре палăрнă чи лайăх ĕçченсене наградăсемпе тата укçан премисем парса чысларĕ. Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕн Канашĕн наградисене çак ĕçченсем тивĕçрĕç: «Общепит» тулли мар яваплă обществăра ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен Л.Саминов «Раççей потребкооперацинче ырми-канми ĕçленĕшĕн» паллăна; çак обществăрах вăй хуракан В.Русанова кондитер «Потребкооперацире 20 çул лайăх ĕçленĕшĕн» юбилейлă паллăна. Поселокри «Заря» лавккара сутуçăра ĕçлекен О.Корнилова «Потребкооперацире 25 çул лайăх ĕçленĕшĕн» юбилейлă паллăна, «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăра бухгалтерта ĕçлекен А.Баданова «Потребкооперацире 40 çул лайăх ĕçленĕшĕн» юбилейлă паллăна тивĕçнĕ. Райпора кадрсем енĕпе ĕçлекен инспектор Н.Гарелкина РФ Центросоюзăн Хисеп грамотине, райпора тĕп бухгалтерăн заместителĕнче вăй хуракан Е.Кузнецова «Коопераци юхăмĕн çамрăк лидерĕ» паллăна илнĕ.
Чăвашпотребсозăн Хисеп грамотисене «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăра ĕçлекен Н.Петров хуралçă, Ю.Степанов водитель, «Общепит» обществăри Л.Николаева кондитер, Тупахри лавкка заведующийĕ С.Александрова тивĕçнĕ. Чăвашпотребсоюзăн Тав çырăвне «Общепит» тулли мар яваплă общество поварĕ А.Смирнова, Г.Михайлова аслă категориллĕ менеждер «Раççей Федерацийĕн потребкооперацийĕн ветеранĕ» хисеплĕ ята илнĕ. «Чăваш Республикин потребкооперацийĕн ветеранĕ» хисеплĕ ятсене В.Сиделкин водитель, Çĕнĕ Кавалти лавкка заведующийĕ В.Иванова илнĕ. 
Çавăн пекех «Мегафон» компани специалисчĕсем райпо ĕçченĕсене хăйсен продукчĕсемпе паллаштарчĕç, малашне пуриншĕн те меллĕрех тарифсемпе усă курмалли правилăсене ăнлантарчĕç. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика