АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте хĕрÿ ĕççи пырать

30 июня 2016 г.

Уй-хирте хĕрÿ ĕççи пырать

Кирек епле ĕçе те хăй вăхăчĕпе пурнăçлас пулать. Уйрăмах çĕр ĕçченĕ çакна çирĕп пăхăнса пырать. Çу çитсен ака-сухана тухать, унтан акса хăварнă культурăна тухăçлă çитĕнтерессишĕн пур вăйне парать. 

Ялхуçалăх уй-хирĕсенче утă çулса илмелли вăхăтăн пĕрремĕш тапхăрĕ июнь уйăхĕпе пĕр килет. Утçи епле пынипе кăсăкланса ку хутĕнче эпир Шăхаль ялĕ çумĕнчи 8-мĕш уя /вĕсем ăна çапла калаççĕ/ çитсе килтĕмĕр. Çанталăкĕ те пулăшса пырать çĕр çинче ĕçлекене, сар хĕвелĕ кăвак тÿперен йăл-йăл кулса пăхать, унăн ĕçĕ те кал-кал пулса пырать. 
«Хальхи вăхăтра 130 гектар чухлĕ йышăнакан ÿхлĕмпе /костер/ люцерна хутăшне çулса хатĕрлессипе тимлетпĕр», - калать хăй сăмахне тарăн шухăшлăн, ĕçне тĕплĕн тума хăнăхнă «Шигали» ЯХПК председателĕ Ю.Петров. Курăкне КРН-2,1 косилкăпа В.Григорьев туххăмрах çулать, тракторпа Ю.Федоров çулнă утта пуçтарса пырать, Ю.Павловпа Г.Николаев пресс-подборщикпе рулон туса кăлараççĕ, А.Матвеев тата С.Петров погрузчикпе хатĕр рулонсене тиеççĕ. Вĕсене Т-150 тракторпа Ю.Иваншкин, КамАЗ автомашинăпа А.Петров, ГАЗ-53 машинăпа В.Федоров, МТЗ-82 тракторпа Г.Иваншкин турттарса тĕрлĕ палăртнă вырăна ăсатаççĕ. Вырăнти тата кÿршĕ ял халăхĕ вĕсене хĕл кунĕсенче выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма туянать. Ыттисене вара ятарлă упрамалли пÿлĕме вырнаçтараççĕ. Çапла иртен пуçласа мĕн каçченех вăй хураççĕ вĕсем уй-хирте. Апатланма та кунтах апатланаççĕ. Кăнтăрла та, каçалапа та уй-хир ĕçченне вĕри апатпа вăхăтра тивĕçтерессишĕн Г.Григорьева, Н.Анатова тăрăшаççĕ. В.Шурка водитель вĕсене палăртнă вырăна хăвăртах илсе çитерет. Кунсерен ирпе ирех ĕçе тытăниччен техникăна Л.Степанова çунтармалли-сĕрмелли хатĕрпе тивĕçтерет. Паянхи куна пурĕ 25 çын çапла тăрăшса вăй хурать. 
120 гектар лаптăк йышăнакан тепĕр уйĕнче хыт курăка /донник/ çĕре лайăхлатас тĕллевпе лартса хăварнă. Кĕçех ăна сухалама тытăнĕç. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика