АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк уяв

30 июня 2016 г.

Чăваш Ен халăхĕ пысăк уява - Республика кунне - паллă турĕ. Çак кун - паллă та пĕлтерĕшлĕ пулăм, халиччен пурнăçланă ĕçсене хакламалли тата малашлăх аталанăвĕн тĕллевĕсене тишкермелли тапхăр. 

Республика кунне хатĕрленсе Вăрмар тăрăхĕнче чылай курăмлă ĕçсене пурнăçланă. Районăн экономикăпа социаллă пурнăçĕ аталанса пырать. Поселокра нумай хваттерлĕ çурт-йĕр хăпартассипе, ялсенчи урамсене хытă сийлĕ çулсемпе çыхăнтарассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Ялхуçалăхĕнчи ĕçсем те активлă пыраççĕ. Республика кунĕ район ĕççыннийĕсемшĕн пысăк уяв. Вĕсем хăйсем çак уява мĕнлерех паллă туни пирки çапла пĕлтерчĕç:
В.Чернов, В.Николаев ĕç ветеранĕсем /Вăрмар поселокĕ/. «Пысăк уяв вăл - Республика кунĕ. Пурте савăнăçлă, хавхалануллă кăмăл-туйăмпа çак уява паллă тăваççĕ. Эпир те çемьесемпе çак праçнике паллă турăмăр. Ырă-сывă пурнăç йĕркине кăмăллатпăр, çавăнпа та кÿлĕ хĕррине пулă тытма çÿретпĕр. Пĕрле пуçтарăнса футбол вылятпăр». 
Л.Егорова, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ĕçлекен. «Республика кунĕ вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн пысăк та паллă уяв. Çак уява эпир шкулта та ачасемпе анлăн паллă тăватпăр. Çавна май ятарласа шкул библиотекинче хамăр республика, район историне халалласа курав йĕркеленĕ. Вĕсемпе ачасем паллашаççĕ, вĕрентекенсем çамрăк ăрупа викторинăсем, конкурссем ирттереççĕ».
М.Александрова тата унăн ывăлĕ Алексей. /Вăрмар поселокĕ/. «Июнĕн 24-мĕшĕ пирĕн республикăшăн та, районшăн та паллă уяв. Эпир те çак уява паллă тăвакан ытти çынсемпе пĕрлех пур кăмăлтан савăнатпăр, пурне те ырлăх-сывлăх, савăк кăмăл, ĕçре ăнăçусем, çемьере юратупа килĕшÿ, тăнăçлăх сунатпăр».

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика