30 июня 2016 г.

/Малалли. Пуçламăшĕ 44, 48-мĕш номерсенче/.
Украина хирĕ тăрăх
Урнă йытă шăвăнать,
Гитлер - йытă, кашкăр чунлăн,
Чĕрĕ юншăн тапăшать.
Вăл пире чура тăвасшăн
Арăслан хаярлăхпе.
Хăй татах асса пурнасшăн
Ĕмĕрти меслечĕпе.
Ан сиксем гадюка евĕр,
Ан шутла, ан тапалан.
Пурпĕрех тупатăн вилĕм
Паян мар пулсан - ыран.
Çирĕп крепость пирĕн халăх,
Ун чĕрийĕ - шĕл кăвар.
Тăшман тупĕ асăнмалăх
Эпир ун чурийĕ мар.
Ку сăвă тăшмана чунтан курайманни çинчен калать. Фашистсене пурпĕрех çĕнтерессе шаннине кăтартать. «Икĕ тус» сăввинче Денис Дени икĕ юлташ нимĕçсене хирĕç çапăçни çинчен сăнласа парать. Акă пĕр çапăçура пĕрне нимĕç пульли пырса тивет. Вилес умĕн вăл юлташне çапла калать:
«... Сывă пул, юлташăм, тусăм,
Тăшмана çунтар веçех.
Ан кĕртсем ăна пĕр пусăм,
Вăл çĕлен пĕтĕ кĕçех!...»
«Хĕрлĕ ялав», 1942, февралĕн 23-мĕшĕ».
Денис Дени вăрçă хирне тухса кайсан та редакципе çыхăну тытма пăрахман.
Вениамин Иванович Туртушов /Кавал/ вăрçă тухсан хăй ирĕкĕпе фронта тухса каять.
Василий Степанович Алендей Кĕтеснер ялĕнче 1919 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Кĕтеснер шкулĕнче вĕреннĕ, унтан Мăнçырмари вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт Кĕтеснер ял Советĕнче секретарьте ĕçленĕ. Ун хыççăн ăна районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцине илнĕ.
1939 çулта В.С.Алендей Çара кайнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне вăл чикĕ хуралĕнче пулнă. Вăрçăн малтанхи кунĕсенченех çапăçăва кĕнĕ. Ленинград хули патĕнчи çапăçура йывăр аманнă, хăрах урасăр тăрса юлнă. Вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна II степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕпе тата нумай медальсемпе наградăланă.
1943 çулта, вăрçăран аманса таврăнсан, Василий Степанович хаçата тепĕр хут çырма пуçлать.
1944-1945 çулсенче В.Алендей Шупашкарта парти шкулĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Вăрмарти ФЗО шкулĕн директорăн политика енĕпе ĕçлекен заместителĕ пулнă.
1947 çулхи февраль уйăхĕнче вăл районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн ответлă редакторĕнче ĕçлеме пуçлать.
1949-1951 çулсенче В.Алендей Чулхулари парти шкулĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ. «Тăван Атăл» альманах редакторĕ пулнă, «Капкăн» журналта литература пайне ертсе пынă.
1958 çулта В.Алендей СССР Писателĕсен союзне кĕнĕ. Çыравçă «Чăваш халăх писателĕ» ята тивĕçнĕ. Вăл яла культура енчен шефа илес ĕç отличникĕ пулнă. Ăна «Халăхсен туслăхĕ» орденпа, РСФСР тата ЧАССР Верховнăй Совечĕсен Президиумĕсен Хисеп грамотисемпе наградăланă.
1989 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче Василий Алендей пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
1949 çулхи сентябрь уйăхĕнче В.Алендей ответлă редактор партин Чулхулари Аслă шкулне вĕренме каять.
Хаçатăн ответлă редакторĕ пулма Африкан Михайлович Михайлова çирĕплетеççĕ.
1951 çулхи июнь уйăхĕнче районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ пулма Е.П.Поликарповăна ?Елчĕк районĕ/ çирĕплетеççĕ. Анчах та вăл ку должноçра нумай вăхăт ĕçлеймест.
1952 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн коллективне Герман Матвеевич Матвеев ?Тикаш/ ертсе пыма тытăнать.
/Малалли пулать/.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ пухса хатeрленe.