30 июня 2016 г.
_Preview.jpg)
Июнĕн 26-27-мĕшĕсенче Мускавра «Единая Россия» партин XV съезчĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕн çиччĕмĕш суйлаври Патшалăх Думин суйлавне пĕр мандатлă суйлав округĕсем тăрăх кандидатсем тăратнă, территори ушкăнĕсем тăрăх парти списокĕсене йĕркеленĕ, çавăн пекех партин суйлав умĕнхи программине çирĕплетнĕ.
Съездăн иккĕмĕш тапхăрне Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăннă, çав шутра - партин регион уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов, парти председателĕн регионри обществăлла йышăну пÿлĕмĕн пуçлăхĕ Н.Николаев, Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Н.Владимиров, çавăн пекех регион уйрăмĕн 23-мĕш конференцийĕнче парти форумне кайма суйланнă делегатсем.
Съездăн пленарлă ларăвĕнче Раççей Президенчĕ В.Путин, Д.Медведев премьер-министр, çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев та пулнă.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие килнисене çĕршыв пуçлăхĕ В.Путин саламланă. Вăл РФ Патшалăх Думин çитес суйлавĕн уççăнлăхне çирĕплетес ĕçре «Единая Россия» партин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă. «Эпĕ ку партие хам пуçарнă. Вăл ун чухне Раççей патшалăхне тата обществăна çирĕплетмешкĕн питĕ кирлĕччĕ», - тенĕ çĕршыв пуçлăхĕ. «Единая Россия» парти председателĕ Д.Медведев: «Парти тĕллевĕ - Раççее хальхи йышши индустри патшалăхĕ тăвасси çеç мар, çапах çакă та питĕ пĕлтерĕшлĕ, вăл пуласлăх экономикин технологи никĕсĕсене йĕркелес ĕçе хутшăнассине тивĕçтересси те», - тенĕ.
«Политика кĕрешĕвĕ уçă та тĕрĕс иртĕ. «Единая Россия» - чăн ĕçсен партийĕ», - пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев журналистсен ыйтăвне хуравланă май. Вăл суйлавçăсен шанăçне пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçласа çĕнсе илнĕ политика партийĕсен кандидачĕсем яланах çĕнтернине каланă.
Пленарлă ларура суйлав умĕнхи программăна йышăннă тата депутатсен кандидачĕсене палăртнă. Вĕсен хушшинче - Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов, унăн кандидатурине съезд делегачĕсем пĕр мандатлă Шупашкар 38-мĕш суйлав округĕпе тăратнă. «Пирĕн тĕллев - РФ Президенчĕ В.Путин кăтартнă çул-йĕрпе ĕçлесси. Суйлав умĕнхи программа - питĕ пĕлтерĕшлĕ документ. Ăна пирĕн тĕплĕн тишкермелле тата пурнăçламалла. Вĕренĕве, шкулсен строительствине, сывлăх сыхлавне, медицинăри кадр политикине, пурнăç пахалăхне ÿстерессине тимлени савăнтарать», - тенĕ Л.Черкесов.
Чăваш Республикин делегацийĕ «Вĕренÿ тата ăслăлăх» площадка ĕçне хутшăннă. «Чăваш Ен партин «Ача сачĕсем - ачасене», «Вĕренÿ модернизацийĕ», ялти шкулсенче спорт залĕсене юсассипе, çĕнĕ шкулсен строительствипе çыхăннă проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тунă çитĕнÿсене тĕпе хурса шăпах çак секци ĕçне хутшăнчĕ. Эпир хамăрăн опытпа пухăннисене паллаштартăмăр, ытти регионăн ĕçĕнчи лайăх енсене тишкертĕмĕр», - пĕлтернĕ Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: /«Хыпар» хаcатран/.