30 июня 2016 г.
Ĕç темипе шкулсенче мероприятисем ирттермен мар ĕнтĕ, анчах та кăçал ĕçе вăйлатмалла, пысăкрах тимлĕх уйăрмалла. М.Игнатьев та хăйĕн ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче ĕç кăна çынна пурлăх тĕлĕшĕнчен те, ăс-хакăл енчен те ырлăх кÿни, пултарулăха уçса пама тата пурнăçра тивĕçлĕ вырăн йышăнма май туса пани çинчен асăнса хăварнă.
Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вăй хуракансен те тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - ачасене пĕчĕкренех ĕçе юратма, ĕç çыннине хисеплеме вĕрентесси. Çĕр ĕçченĕн профессийĕ ачасене питĕ çывăх, унăн ĕç-хĕлĕ çинчен вĕсем нумай пĕлеççĕ, ачаранах ашшĕ-амăшĕсене уй-хир ĕçĕсене тума пулăшаççĕ, çуллахи каникулта шкул çумĕнчи пахчара вăй хураççĕ, пысăк тухăç туса илеççĕ. «Кам ĕçлемест, çав çимест», - текен ваттисен сăмахĕн пĕлтерĕшне аван чухлаççĕ. Шкул вĕренсе пĕтерсен, кашнин хăйĕн кăмăлне каякан профессие суйламалла. Мĕнле профессисем ытларах илĕртеççĕ-ха кĕçĕн класра вĕренекенсене/ Анкета ирттернĕ хыççăн çакă палăрчĕ. Хĕр ачасем чылайăшĕ вĕрентекен, воспитатель, тухтăр профессийĕсене кăмăллаççĕ иккен, арçын ачасем - шофер, летчик пулма ĕмĕтленеççĕ. 4-мĕш класра ăс пухакансем нумай профессисемпе паллашрĕç ĕнтĕ. Ĕç урокĕсенче, класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркеленĕ чухне те ĕç çыннисем çинчен нумай калаçрĕç. Ачасем пылак çимĕç хатĕрлекен, кĕпе-тумтир, атă-пушмак çĕлекен фабрикăсенче вăй хуракансен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, унта мĕнле профессиллĕ çынсем тăрăшни çинчен пĕлчĕç. Унтан ĕç урокĕсенче алсиш, пукане валли кĕпе, тапочки ăсталарĕç. Ачасене сисĕмлĕ, çивĕч туйăмлă, çын хуйхине чĕре патне илекен, яланах ыттисене пулăшма хатĕр çын туса ÿстересси малти вырăнта пулмалла. Литература çулĕ хыçа юлчĕ пулин те, кĕнеке-журналпа тачă çыхăну тытасси вĕçленмен-ха. Вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче класра вулав конференцийĕ иртрĕ. Ачасем А.Гайдарăн ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн произведенийĕсемпе паллашрĕç. Тĕп сăнарĕсем ачасен тантăшĕсем пулнăран пулĕ вĕсене вулама питĕ интереслĕ. «Тимур тата унăн команди» повеçĕ вара уйрăмах килĕшрĕ, Тимур сăнарĕ тĕслĕх пулса тăчĕ. Ачасене вăл ырă кăмăллă, сăпайлă, ĕçчен, тусĕсене ялан пулăшма хатĕр, тĕрĕслĕхе юратакан ача пулни кăмăла кайрĕ.
«Кирек кам пулса ĕçлесен те, лайăх çын пулмалла», - тесе пĕтĕмлетеççĕ ачасем.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.НИКОЛАЕВА, пуcламaш класс ачисене вeрентекен.