28 июня 2016 г.

Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Пĕтĕм чăвашсен IV "Акатуй" уявне официаллă уçнă церемоние хутшăннă
Паллă пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн руководителĕ Ю.Васильев, ЧР ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов, ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ К.Яковлев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, "Единая Россия" партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ П.Краснов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Угаслов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов тата хисеплĕ хăнасем хутшăннă. Михаил Васильевич республикăра пурăнакансемпе килсе çитнĕ хăнасене уяв ячĕпе чĕререн саламланă. "Акатуй" - çĕре хисеплекенсен сумлă уявĕ, унăн йăли-йĕркине чыслăн тытса пыракансене палăртакан тата пĕр пĕрлĕхе пухакан уяв. Çакă пирĕн этнокультурăна аталанма май панă çĕртре те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕтĕм чăвашсен "Акатуйĕ" тĕрлĕ регионсенчи пултарулăх коллективĕсене, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи представителĕсене пĕр çĕре пуçтарать, наци культурине пуянлатма пулăшать", - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев. Уяв кунĕнче чаплă лару-тăрура тĕрлĕ отрасльте мала тухнисене чысласси ырă йăлана кĕнĕ. Ку хутĕнче те ялхуçалăх сферинче палăрнă хресчен ?фермер/ хуçалăхĕн пуçлăхĕсене, çамрăк фермерсене - тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисене - сертификатсемпе чысланă. Тĕрлĕ отрасльте ĕçлесе мала тухнисене ытти наградăсене панă. Унтан М.Игнатьев Ĕç çыннин çулталăкне халалласа йĕркеленĕ Чăваш Республикинчи хуласен тата районсен этнокультурăпа çыхăннă ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Асăннă мероприятие пирĕн районтан та делегаци хутшăннă. Вĕсем - райадминистрацин культура тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ И.Дмитриева, районти муниципаллă культура учрежденийĕсен культура аталанăвĕн центрĕн директорĕ Г.Алексеева, Вăрмарти культурăпа кану центрĕн халăх театрĕн режиссерĕ С.Павлова актер ăсталăхне, ташă ăсталăхне вĕрентекен О.Владимирова тата Чупайĕнчи культура çурчĕн директорĕ Н.Скворцова ташă хусканăвне туптарĕç. Çавăн пекех Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнчи "Сарнар" халăх пултарулăх ансамблĕ республикăри халăх пултарулăх коллективĕсен гала-концерчĕн çĕнтерÿçисемпе пĕрле хутшăннă, вĕсен илемлĕ юрри, хаваслă ташши ян та ян таврана саланнă. Вĕсемех Анне Монуменчĕ умĕнче декораципе прикладной тата искусство ĕçĕсене тăратнă. Кунта чăваш тĕррипе илемлетсе хатĕрленĕ тĕрлĕ чăваш халăх изделийĕсене курма пулнă. Декораципе прикладной искусство ăсти, пирĕн ентешĕмĕр Н.Евдокимова хăй ĕçĕнче чăн-чăн ăста пулнине тепĕр хутчен çирĕплетсе панă. Чăваш халăхĕ мĕн авалтанах Раççейри нумай нациллĕ халăхпа килĕштерсе пурăнать. "Акатуй" уявĕнче, "Раççей çăлкуçĕсем" фестивалĕнче çĕршыври наци культурин пĕрлешĕвĕсен представителĕсем йышлă хутшăнни те çакнах çирĕплетет. "Çакă вăл пирĕншĕн çав тери хаклă. Кунашкал мероприятисем ирттерни çĕршыва татах та пĕр пĕрлĕхе чăмăртать", - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: ЧР ПА пресс-службин материалe тaрaх И.Антонова хатeрленe.