28 июня 2016 г.
_Preview.jpg)
Хăйсем тĕллĕн пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленекенсемшĕн чи пăлхануллă, çав вăхăтрах çав тери яваплă самант çитрĕ. Вунпĕр çул пĕрле вĕреннĕ тус-юлташсенчен, пĕлÿ тĕнчине кĕме пулăшнă сумлă вĕрентекенсенчен уйрăлма вăхăт. Анчах та малтан вĕренекенсем хăйсем епле шайра пĕлÿ илнине çирĕплетекен документа - аттестата - алла илеççĕ.
Кăçал çак кун июнĕн 23-мĕшĕ тĕлне килчĕ. Вăрмар районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 5 вăтам шкулта чаплă лару-тăрура аттестат илчĕç. Вĕренсе тухакансен каçĕ - кашни çын пурнăçĕнчех пулса иртет. Уншăн вăл питĕ пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен çак самантран пуçласа ачалăхран уйрăлни, çула çитсе пыни уншăн ют мар.
Районта 11-мĕш класран пĕтĕмпе 119 ача вĕренсе тухнă, çав шутран 24-шĕ "Вĕренÿре палăрнăшăн" ылтăн медале тивĕçнĕ. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан - 12, Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан - 5, Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан - 5, Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан - 1, Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан - 1 медалист. Вĕренсе тухакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов çак паллă кунпа саламласа палăртнă тĕллевсене пурнăçлама, хăйсен творчествăллă тата профессиллĕ пахалăх енĕсене май пур таран аталантарма сĕннĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн çамрăксен политикипе вĕренÿ тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Виссарионов вĕсене алла аттестат илнĕ ятпа саламланă, районта çамрăк, ăслă-тăнлă, нимĕнле йывăрлăхран хăраса тăман специалистсем кирлине каланă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ШИШКИНА.