28 июня 2016 г.

Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти 7 класран вĕренсе тухнă ачасем Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕнче пулса курчĕç. Вĕсене техникумра хатĕрлекен специальноçсемпе паллаштарчĕç. Ачасем техникумри тĕрлĕ лабораторисенчи паянхи йышши обрудованипе кăсăкланчĕç.
Шкул ачисем касса аппарачĕсем çинче те ĕçлесе курчĕç. Микробиологипе товароведени лабораторийĕнче ачасем ялхуçалăх продукцийĕсенчи нитратсен хисепне, люминоскоп приборпа çăмартасен чĕрĕлĕхне палăртрĕç.
Техникумран 2015 çулта вĕренсе тухнă çамрăк Бразилире иртнĕ «Повар ĕçĕ» 43-мĕш Тĕнче чемпионатĕнче призер пулса тăма пултарнипе тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç вĕсем.
Унтан шкул ачисем Ĕç çыннин çулталăкне халалласа хатĕрленĕ «Шупашкар _ профессисен хули» куравпа паллашрĕç. Кунта Шупашкарти техникумсен интерактивлă стенчĕсене вырнаçтарнă. Вĕсем урлă ачасем ку е вăл техникумра мĕнле прфессине алла илме май пуррине пĕлчĕç. Вĕренекенсем Шупашкарти трактор тăвакансен завочĕ хатĕрлекен техникăсен моделĕсене, хулари стоматологи поликлиникин çĕнĕ оборудованийĕпе паллашрĕç. Шупашкарти электромеханика колледжĕн стенчĕ умĕнче ачасем куратор ертсе пынипе электросварка та туса курчĕç. Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕн преподавателĕсем шкул ачисемпе тортсемпе тĕрлĕ апат-çимĕçе хатĕрлеме вĕрентекен мастер-класс ирттерчĕç.
Экскурсипе питĕ кăмăллă юлчĕç ачасем. Нумайăшĕн шкул хыççăн çак техникумра вĕренес шухăш çуралчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.Табакова, Пысaк Енккассинчи шкулта вeрентекен.