28 июня 2016 г.

Июнĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Шупашкарти «Экспо-Контур» суту-илÿ комплексĕнче «Регионсем - чикĕсĕр хутшăну» регионсем хушшинчи курава официаллă уçнă церемоние хутшăнчĕ. Мероприятире РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ В.Николаев, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп федераллă инспекторĕ Г.Федоров, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн руководителĕ Ю.Васильев, район, хула тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, ĕç тăвакан влаç органĕсен руководителĕсем тата ытти хисеплĕ хăнасем хутшăнчĕç.
М.Игнатьев экономикăри йывăр лару-тăрăва пăхмасăрах Чăваш Ен аталанăвĕ малаллах кайнине, регионсем, çĕршывсем хушшинчи çыхăнусем çирĕпленнине палăртрĕ. М.Игнатьев курава хутшăннă тĕрлĕ регионсенчен килнĕ делегацисене, уйрăмах Италинчен килнĕ делегацие тав турĕ. Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев апатлану продукцийĕсене çутçанталăкри таса ингредиентсенчен кăна хатĕрлемеллине, тавар туса кăларакансене ассортиментне татах пуянлатмаллине каларĕ.
Çавăн пекех курава республикăри кашни районтан делегацисем хутшăнчĕç. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев вĕсемпе те паллашрĕ, вырăнта экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса кăларакансене тав турĕ.
Вăрмар районĕнчен куравра район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, организаципе контроль тата кадрсем енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Н.Павлов, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ, экономика аталанăвĕпе промышленноç тата суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова, тĕп специалист-эксперчĕсем Т.Левина, И.Ямукова, райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Н.Иванова, райадминистрацин информаци пайĕн специалисчĕ М.Мишин, «Светлана» тулли мар яваплă обществăн директорĕ С.Белоусова, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем кунта районти «Аванпром», «Светлана», «ОВАС», «Общепит» обществăсен изделийĕсемпе продукцийĕсене тăратрĕç. Вăрмар районĕн экспозицийĕпе юнашар сулахай енче Тăвайсем, сылтăм енчен Куславккасем вырнаçрĕç. Кÿршĕллĕ район çыннисем пĕр-пĕринпе ăшшăн хутшăнса калаçрĕç, пĕр-пĕрне хăйсен продукцийĕпе сăйларĕç. Сăмахран, Тăвай районĕн çыннисем хăйсен сĕт-çу завочĕн продукцийĕпе кашни иртен-çÿрене сăйларĕç. Çавăн пекех куравра «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики хăйĕн продукцийĕпе тухăçлă паллаштарчĕ. Курава курма килнĕ çынсем фабрика продукцийĕпе, хакĕсемпе кăсăкланчĕç, хапăл туса туянчĕç.
Курав ĕçленĕ Вăхăтра «Экспо-Контур» суту-илÿпе курав комплексĕнче тĕрлĕ культурăллă мероприятисем иртрĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.Михайлова.