28 июня 2016 г.
_Preview(1).jpg)
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев июнĕн 25-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Кармал ялĕнче иртнĕ Чăваш Республикинчи муниципаллă служащисен пĕрлĕхĕсен Пуçлăхĕсен IX кунне уçнă çĕре хутшăннă. Ку мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕн руководителĕ Ю.Васильев, Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлĕхĕн Правлени Канашĕн Председателĕ, Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов, Пермь крайĕн муниципаллă пĕрлĕхĕн Канашĕн Председателĕ, Пермьри муниципаллă районăн пуçлăхĕ А.Кузнецов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Никаноров, Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлĕх Канашĕн ĕçĕсене туса пыракан директорĕ С.Николаев, Чăваш Енри наци конгресĕн Президиум членĕ Ю.Зорин, регионти муниципаллă пĕрлĕхсен тата хула округĕсен руководителĕсемпе служащийĕсем хутшăннă.
Спорт уявне хутшăннисене М.Игнатьев саламланă. Вăл республика Правительствипе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем бизнес-пĕрлĕхпе тата общество институчĕсемпе пĕрле тăрăшса Чăваш Ен Раççей Федерацийĕнче инвестицисене илĕртекен хăтлă субъектсен шутне кĕнине палăртнă.
Ку енĕпе Раççей регионĕсем хушшинче Чăваш Республики 9-мĕш вырăнтан 6-мĕшне хăпарнине те каласа хăварнă М.Игнатьев.
Республикăри пур шайри влаç органĕсен пĕтĕмĕшле пĕр тĕллевĕ çынсен кăмăл-туйăмне çĕклесе вĕсен пурнăç шайне ÿстересси пулнине те палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Спорт мероприятийĕсем ирттерни туслă команда пуçтарса пĕрлехи ĕçĕн эффективлăхне ÿстерни пирки те аса илнĕ вăл. Çавăн пекех М.Игнатьев ăмăртусене хутшăнакансене ăнăçусем, çĕнĕ çитĕнÿсем суннă.
«Ку спорт уявĕ, туслăхпа пĕрлĕхе пĕлтерет. Эпир пĕрле, пĕр тĕвĕре. Эпир - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн командинче», - тенĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов.
«Эсир - вăйлă команда, çавăнпа та сирĕн республика Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче пур енĕпе те малта пырать», - тесе каланă Пермьри муниципаллă пĕрлĕхĕн район пуçлăхĕ А.Кузнецов. Çавăн пекех вăл уяв ячĕпе пурне те ăнăçу сунса саламланă. Спортра ăмăртса çĕнтернисене призсем панă. Ун хыççăн регион Пуçлăхĕ футбол вăййи вылякансене тата «Сывлăмпа çавапа çăл» ăмăртăва курнă, спорт уявне хутшăнакансемпе калаçнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.