АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экстремизмпа терроризма çул çук!

23 июня 2016 г.

Экстремизмпа терроризма çул çук!

Национальноç тата тĕн пĕрлешĕвĕсемпе çыхăнса ĕçлекен Вăрмар районĕнчи Канашĕсен черетлĕ ларăвĕнче  пĕлтерĕшлĕ икĕ  ыйту пăхса тухрĕç.

Унта Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ, çÿлерех асăннă Канашсен председателĕн заместителĕ Н.Павлов хутшăннă.
Çамрăксем хушшинче тĕн экстремизмне тата йăла-йĕркери киревсĕр хутшăнусене профилактика ĕçĕсем туса ирттерессипе райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов тухса калаçрĕ. 
Юлашки çулсенче пирĕн тата ют çĕршывсенче çамрăксем хушшинче тĕрлĕ экстремизмла юхăмсем сарăлнине кура район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен тата спорт управленийĕн кашни вĕренÿ учрежденийĕ терроризмпа экстремизма хирĕç кĕрешессипе ятарласа мероприятисен планне, информаци стендне йĕркеленĕ. Шкулсенче тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ чухне кашни классенче вĕренекенсемпе чрезвычайлă лару-тăрура хăйсене мĕнлерех тытмалли пирки профилактика ĕçĕсем тăтăшах ирттереççĕ. Ку енĕпе «Терроризма çул çук!», «Пире вăрçă кирлĕ мар!», «Терроризмла хăрушлăхран мĕнле сыхланмалла;» ятпа класс сехечĕсем йĕркелеççĕ, ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассипе калаçусем, информаци стенчĕсем йĕркелеççĕ. Шкулсенче «Толерантлăх кунĕ» ирттернĕ. Районти шкулсенче историпе обществознани предмечĕсене вĕрентекенсем кашни вĕренÿ çулĕнчех «Право урокĕсем» йĕркелеççĕ, 1-7 классенче вĕренекенсемпе «Шкул - хăрушсăрлăх территорийĕ» ятпа ÿкерчĕксен конкурсне, 8-11 классемпе «Çемьере килĕшÿлĕхпе тăнăçлăх малта пултăр» темăпа уçă уроксем иртнĕ. Юрий Васильевич палăртнă тăрăх, вĕрентÿ учрежденийĕсенчи çамрăксем хушшинче экстремистла ушкăнсем çук. Республикăри халăхсем хушшинчи культура аталанăвне тата йăли-йĕркисене упраса хăварассипе районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçат мĕнлерех ĕçсем туса пынипе унăн тĕп редакторĕ З.Павлова тухса калаçрĕ. Çамрăк ăрăва ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыччăр тесе район хаçачĕн страницисем çинче тĕрлĕ йышши материалсем тăтăшах пичетленеççĕ. Ку енĕпе ятарласа «Толерантность», «Йăла-йĕрке», «Ырă, сывă пурнăç йĕркишĕн», «Экстремизмпа терроризма çул çук!» темăсемпе рубрикăсем уçнă. Çамрăк ăрăвăн патриотизмла юхăмне аталантарассипе те чылай материалсем пичетленсе тухаççĕ. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Н.Павлов пĕтĕмлетрĕ. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ФЕДОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика