23 июня 2016 г.
- 2016 çулхи февраль уйăхĕнче ГИБДД сотрудникĕсем Мăнçырма ялĕнче ВАЗ-21061, çăмăл автомашина рулĕ умне ÿсĕр тата водитель удостоверенийĕсĕр ларнă И. гражданина тытса чарнă. Унăн саккуна пăснă пĕрремĕш тĕслĕх мар ку. 2015 çулта саккуна çакăн евĕрех пăснăшăн Вăрмар районĕн 1-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйи асăннă гражданина административлă майпа вунă куна арестленĕ.
Халĕ вара И. гражданинăн РФ Уголовнăй Кодексĕн 264.1 статйипе явап тытма тивĕ, унпа вара икĕ çул таран ирĕк прависĕр те хăварма пултараççĕ.
- Асăннă уйăхрах Вăрмар поселокĕнче те çакăн пек пăтăрмах килсе тухнă. Ку хутĕнче руль умне ÿсĕр ларнăшăн 2014 çулта 30 пин тенкĕлĕх штрафланă тата транспорт хатĕрĕпе çÿреме çулталăк çурă ирĕксĕр хăварнă. Р. гражданка каллех руль умĕнче ÿсĕр пулнă. Ку хутĕнче те унăн çÿлерех асăннă статьяпах явап тытма тивĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Е.АЛЕКСЕЕВА, РФ ШEМeн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрaмeн дознани ушкaнeн начальникe.