23 июня 2016 г.
.jpg)
1927 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче Эçпепе ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ Мария Ивановна Васильева. Çак ялтах 5 класс пĕтерсен 6-мĕш класра вĕренме май килеймен унăн. 1942 çулта Шупашкар хули çумĕнче вăрман каснă çĕре янă. Касса тÿнтернĕ йывăçĕсене лашасемпе тиесе ăсатнă. Вăрман касса тикĕсленĕ вырăнта, Атăл леш енче, 15 км леререх чукун çул тунă çĕрте вăй хунă. «Асран тухмасть çакă, айăпланнă çынсем вăрман касма стройпа утса пынă чух, пире выçăскерсене, тулă, хăш чухне ыраш - пĕрер ывăç тыттарса хăваратчĕç. Эпир çавна çиеттĕмĕр - хырăма улталаттăмăр. Пурăнасса эпир пысăк баракра 100 çын та пурăнаттăмăр. Баракра пĕр пысăк кăмака ăшăтатчĕ. Ун йĕри-тавра хăма сак пурччĕ, унта выртса çывăратчĕç. Эпир вара, 3 хĕр, алăк патĕнчи сак çинче çиелти ĕç тум-тирĕпех выртса çывăраттăмăр. Çимелли тип çăкăр кăна пулнă. Ĕçре çиме тесе пĕрер чĕлĕ çăкăр чиксе каяттăмăр. Вăрçă çулĕсенчи хĕл кунĕсем çав тери сивĕччĕ, çав типĕ шăннă çăкăра кăшлаттăмăр. Вăрçă вăхăчĕ халь», - тесе калатчĕç пĕрмай аслисем.
Пайтах куççуль тăкнă. Пĕррехинче хĕл кунĕнче ман урари çăпата çĕтĕлсе тухрĕ. Урана сивĕ, «талса» ÿкет. Çăпата кĕлли ăшне хурăн хуппине пуртăпа касса илсе çăпатан çĕтĕк тĕлне вырнаçтарса хутăм.1943 çулта Шупашкар патĕнче вăрман варринче чукун çул тума тытăнтăмăр. Рельсăсене, шпалсене хул пуççи çине хурса йăтаттăмăр, чукун çул тăршшĕпе пăрахса пыраттăмăр. Унтан тавар тиекен поезд çине торф тиесе яраттăмăр. Пĕррехинче пурне те, çав шутра пире те, çамрăк хĕрсене: «Ĕç пĕтрĕ халь, киле кайăр», - терĕç. Савăннипе тăван киле тухса килтĕмĕр. Унтан Вăрмарти сĕтел-пукан фабрики çумĕнчи пĕчĕк фермăра выльăх-чĕрлĕх пăхма тытăнтăм. Шел пулин те, 1945 çулта ĕне фермине пĕтерчĕç. Ун хыççăн мана фабрикăнах хăма çурма куçарчĕç. Çапла мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех сĕтел-пукан фабрикинче станок умĕнче тăрса стенка деталĕсене каснă Мария Ивановна. Ĕçне кура - хисепĕ, теççĕ. Унăн кăкăрне «Ĕç ветеранĕ» тата «Тыл ветеранĕ», 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 50, 60, 65, 70 çулсем тултарнă ятпа тивĕçнĕ юбилей медалĕсем илем кÿреççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: М.Васильева каласа панипе И.АНТОНОВА cырнa.