23 июня 2016 г.

Иртнĕ вырсарникун Чулкасра Çветуй Троица кунне халалласа йăлана кĕнĕ йĕркепе савăнăçлă уяв иртрĕ. Стадионта ял çыннисемпе хăнисене хаваслă кĕвĕ-юрă кĕтсе илчĕ, суту-илÿ палаткисем тутлă шашлăк шăршипе çынсене хăйсем патне илĕртрĕç. Ача-пăча валли 10 сехетренех тĕрлĕ аттракционсем ĕçлерĕç, конкурссем иртрĕç. Шăпăрлансем пылак ватăпа сăйланчĕç. Ирхинех спорта юратакансем валли самбо енĕпе ăмăрту йĕркеленĕ пулнă, каярах вара ял халăхĕ турник çинче туртăнассипе, кире пуканĕ çĕклессипе ăмăртрĕç, футболла вылярĕç. Кашни уявра кĕрешÿ тĕп вырăнта. Кĕрешÿ паттăрĕ Чулкасри Денис Васильев пулчĕ, така çĕнсе илчĕ.
Уява кÿршĕ ялсенчи хăнасем те йышлă килнĕ. Пурне те тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе, чечексемпе, плакатсемпе илемлетнĕ уяв площадки илĕртрĕ.
Мероприятие савăнăçлă концерт малалла тăсрĕ. Кунта Чулкасри Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ хăйсен юрри-кĕввипе, ташшипе савăнтарчĕ. Куракансене уйрăмах концерта уçакан «А ты живой» ташă композицийĕ тыткăнларĕ. Унтан сцена çине чăваш эстрада артисчĕсем пĕрин хыççăн тепри хăпарчĕç.
Кирек епле уяв та ĕçре палăрнисене чысламасăр иртмест. Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Иванов ял халăхне тата хăнасене уяв ячĕпе саламларĕ. Çавăн пекех Чулкас çыннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, организаципе контроль тата кадрсем енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Н.Павлов, Чăваш Наци конгресĕн «Сывлăхлă наци» комитетăн председателĕ, «Дент-а-мед» стоматологи клиникин тĕп тухтăрĕ Ю.Зорин саламларĕç, ял пурнăçĕнче активлăх кăтартнисене Тав хучĕсем пачĕç. Çак кун Чулкасри спорт мастерĕсене те палăртрĕç. Кунта вĕсем вунтăваттăн. Ĕç çыннин çулталăкĕнче шăпах спортсменсене палăртма шутланă. Ялти спорт мастерĕсен сăн ÿкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ стенчĕ нумай çынна хăйĕн патне илĕртрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.