23 июня 2016 г.

2016 çула Чăваш Енре ĕç çыннине халалланă. Çакă республикăра пурăнакан мĕнпур çынна - вăл миçе çултине, арçын е хĕрарăм пулнине, социаллă статуса, политика шухăш-кăмăлне пăхмасăр пĕр чăмăра пĕрлештерĕ тесе каланă хамăрăн республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.
Ĕç çыннине хисеплени республикăна та çÿллĕ шая çĕклет. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççейри ытти регионсем хушшинче пирĕн республика пур енĕпе те çÿлерех те çÿлерех хăпарса пырать.
Ÿсĕм вара кашни районтах ÿркенмен те ĕçчен, ăста çынсем пулнипе пулса пырать. Кун пек хастарсем кашни урамрах, ялтах, районтах пур. Паян сăмахăм вĕсенчен пĕрин çинчен - Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Виталий Иванович Викторов пирки пырĕ. Вăл Çĕнĕ Мăнтăрти Феодосия Ермолаевнăпа Иван Викторович Викторовсен çемйинче кун çути курнă. Ашшĕпе амăшĕ те хисеплĕ çынсем пулнă, çамрăк ăрăва вĕрентсе çын тăвас ĕçре - учительте - тăрăшнă. Ашшĕ Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, танкист пулнă.
Виталийăн ачалăхĕ ялти ытти ачасенни пекех иртнĕ: 8 çула çитсен Çĕнĕ Мăнтăрти пуçламăш, унтан Чупайĕнчи вăтам шкулсене вĕренсе пĕтернĕ. Шкултан вĕренсе тухсан ĕçчен каччă пĕр вăхăт «Россия» совхозра тăрăшать. Çав хушăрах вăл трактористсен курсне çÿресе алла права илет. Çак çултан вăл хăйĕн ĕç кун-çулне техникăпа çыхăнтарать. 1974-1975-мĕш çулсенче салтак службинче тăрать. Унтан таврăнсан, 1976 çулта районти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче автомашинăпа ĕçлеме тытăнать. Кунта икĕ çул вăй хунă хыççăн «Сельхозхими» пĕрлешĕвне тракторпа ĕçлеме куçать. Ăста тракторист хăйĕн ĕçри пултарулăхĕпе палăрса тăрать. Пур çĕрте те хăйне шанса панă ĕçне яваплăха туйса, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. «Ĕçне кура хисепĕ», - теççĕ халăхра. Ĕçри хастарлăхшăн, нумай çул çак ĕçре вăй хунăшăн ăна пĕрре кăна мар Хисеп грамотипе чыслаççĕ.
1977 çулта хăйсен ял хĕрĕпе Тамара Вениаминовнăпа пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăраççĕ. Икĕ хĕр те пĕр ывăл çитĕнтереççĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлараççĕ, пурте аслă пĕлÿллĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса 39 çул пурăнать çак телейлĕ мăшăр. Халĕ вĕсен ватлăхне 6 мăнукĕ илем, савăнăç кÿреççĕ. Капмар икĕ хутлă çурт лартнă ĕçчен Викторовсем, кил хуçалăхне те аталантарса пыраççĕ. Пур çĕрте те тирпей-илем хуçаланать, çуллахи кунсенче йĕри-тавра чечек ешерет, сад пахчи çимĕçĕпе савăнтарать, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк картиш тулли.
Алă усса ларма хăнăхманскерсем хăйсен çурчĕ умĕнчи лаптăкра те илемлĕ «юмах тĕнчи» ăсталанă. Кунта ачасене савăнса ярăнмалли ярăнчăкран пуçласа пурте пур. Автомашина кустăрминчен акăшсем туса ăсталаса хитрелетни çине те пăхса ытараймастăн. Çаксене пурне те ылтăн алăллă кил хуçи ăсталанă. Хуть те мĕнле техникăна та юсама пултарать вăл. Ырă тĕслĕхлĕ ашшĕ-амăшĕпе ачисем савăнаççĕ, вĕсемпе мухтанаççĕ те, ырă сăмахсем кăна калаççĕ.
Паянхи кун Виталий Иванович Вăрмар поселокĕнчи «Зоренька» ача садĕнче электрикре вăй хурать. Пултаруллă, ĕçрен ÿркенмен çын пур çĕрте те палăрса тăрать. Кунта та вăл хăйĕн тĕп ĕçĕсĕр пуçне ачасем валли «юмах тĕнчи» ăсталать. Ачасене юратакан ăшпиллĕ Виталий Иванович пĕр ĕçрен те хăраса тăмасть, мĕн ыйтнине пурне те пурнăçлать, çавăнпа та хисеплеççĕ ăна пĕрле ĕçлекенсем.
Пурнăçри тивĕçне чăннипех те пурнăçланă теме пулать Тамара Вениаминовнăпа Виталий Иванович пирки: чăх-чĕп вĕçсе каçайми кил-çурт çавăрнă, лартнă йывăçсен шучĕ те çук, ачисемпе мăнукĕсем куç тулли, юратнă мăшăрпа юнашар, хисеплекен тăванĕсем... Тата мĕн кирлĕ пурнăçра.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА, Раccей журналисчeсен союзeн членe.