23 июня 2016 г.

Шупашкарта çуран чупас енĕпе иртекен Раççей чемпионачĕн иккĕмĕш кунĕнче, июнĕн 21-мĕшĕнче, спорта юратакансем шалчапа сикекен секторта икĕ хутчен олимп чемпионки Е.Исинбаевăпа А.Сидорова хушшинчи нихçан пулман кĕрешĕве курма пултарнă
Исинбаевăшăн Шупашкарта хăйĕн пултарулăхне кăтартасси, хĕрача çуратнипе çыхăннă виçĕ çула яхăн тăхтав хыççăн, пĕрремĕш пулнă. Вăл 4,60 метр çÿллĕшĕнчен сикме пуçласа ăна тÿрех парăнтарнă. Унтан вăл 4,70 метра та ăнăçлă çĕнтернĕ, 4,80 метра вара иккĕмĕш хут сикнĕ хыççăн парăнтарнă.
Çак вăхăтра сикмелли секторта икĕ спортсмен кăна юлнă: Мускав тата Чăваш наци командине хÿтĕлекен Е.Исинбаевăпа А.Сидорова. Кунта Сидорова куракансене 4,85 метр илсе тĕлĕнтернĕ. Çакăнпа вăл хăйĕн рекордне лартса Е.Исинбаевăна 4,90 метр çÿллĕшне илме хистенĕ.
2013 çулта Мускавра иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче чапа тухнă спортсменкăна çакăн пек çÿллĕшне хăй декрет отпускне каяс умĕн те сикме тивменнине палăртмалла. Кунта тата вăл 34 çулта пулнине, ача çуратнă хыççăн виçĕ çула яхăн тренировкăсем туманнине те палăртмалла.
Олимп чемпионки палăртнă çÿллĕшне икĕ хутчен сикни ăнăçлă пулман, Сидорова ăмăрту çĕнтерÿçинчех пулнă-ха. Виççĕмĕш хут сикнĕ хыççăн Е.Исинбаева вара çÿллĕшне сиксе çĕнсе илсе спортра пысăк çитĕнÿ тунă, Раççей чемпионкин титулне выляса илнĕ. Тĕнчере 4,90 метр сезонри чи лайăх результат пулса тăнă. А.Сидорова çуран чупас енĕпе Раççей чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ пулса тăчĕ.
Раççей çăмăл атлетикин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский Елена Исинбаеван çĕнтерĕвне хакланă май çапла каланă: «Елена Исинбаева Раççейре çăмăл атлетика чĕрĕ пулнине, пирĕн профессионал спортсменсем пуррине çирĕплетсе пачĕ. Çак çĕнтерÿ эпир чи çÿллĕ шайра кĕрешме хатĕррине кăтартать».
Елена Исинбаеван çĕнтерĕвне, çавăнпа пĕрлех пĕтĕмĕшле Раççей çăмăл атлетикин çĕнтерĕвне, трибунăсем çинчи куракансем флэшмобпа паллă турĕç, стадионĕпех Раççей гимне шăрантарчĕç. Йышлă хăнасемпе ăмăртăва хутшăнакансем каланă тăрăх, куракансем çĕршыв гимне çакăн пек кăмăл-туйăмпа шăрантарнине вĕсене нихăçан та илтме тÿр килмен иккен.
Хăйĕн çĕнтерĕвĕ хыççăнах Елена Исинбаева автографсем салатрĕ, ăна стандионтан тĕттĕмленичченех вĕçертмен куракансемпе сăн ÿкерĕнчĕ.
Раççейĕн паллă спортсменкине Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов та саламларĕ. Вăл Елена Исинбаевăна чечек çыххи парнелерĕ тата тĕнче арени шайĕнчи кăтартушăн Чăваш Ен, Шупашкар çыннисен ячĕпе тав турĕ. Спортри тата политикăри икĕ лидер ăшшăн калаçрĕç.
Историнче пулнă Раççейĕн вăйлă спортсменĕ таврăннине Шупашкар хула куравçисем, шел пулин те, чи юлашки хут курма пултарнă. Аса илтеретпĕр, Раççей çăмăл атлечĕсене Рио-де-Жанейрăра иртекен Олимп вăййисене хутшăнма чарнă. Çав хушăрах Е.Исинбаевăна Пĕтĕм халăхсен Олимп комитечĕн спортсменĕ пек хутшăнма сĕннĕ. Раççей ялавĕсĕр пуçне урăх нихăшĕннипе те хутшăнас çуккине пĕлтернĕ, çакă Шупашкарта иртекен Раççей чемпионатне хутшăнни унăн спорт карьеринче чи юлашки пулма пултарать.
Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Н.Малов Шупашкарта иртекен Раççей чемпионатĕнче пĕрремĕш кунĕнчех хĕвеланăçри спорт функционерĕсем шутлани политикăпа çыхăннинче - нумайăшне Раççей Федерацийĕн никама пăхăнман политика тата В.Путин Президент вĕчĕрхентернине каланă.
«Раççейри миллионшар çын пекех эпĕ те вĕсене хирĕçлетĕп. Чăннипех те кунта политикăпа çыхăннă.Раççей спортне хĕсĕрленин пĕр тĕллевне Раççей Федерацийĕн никамапăхăнманлăх политики вĕчĕрхентерни тесе шутлатăп. Çак йывăрлăхсене эпир пурпĕрех çĕнтерĕпĕр тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен эпир лайăххине тивĕçлĕ. Паян Шупашкарта иртекен Раççей чемпионатĕнче мĕн пулса иртни - пире тиркекенсене тата санкцисене чĕнсе калани. Чăваш Еншĕн çакăн пек шайри спорта йышăнма пысăк чыс, спорт королеви пирĕн стадиона вĕçсе килчĕ».
Источник: "Урмарская районная газета"