23 июня 2016 г.

Район территорийĕнче вырнаçнă «Аванпром» тулли мар яваплă общество ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисенчен пĕри. Унăн учредителĕсем — Чупайĕнчи пĕр тăван Павловсем.
Иртнĕ çул август уйăхĕнче вĕсем гидроаккумуляторсем тата шыв ямалли /расширительный/ пичкесем туса кăларакан цех уçнă. Халăха шывпа тивĕçтерес çĕрте питех те кирлĕ тавар туса хатĕрлессипе тимлеççĕ кунта. Паянхи кун предприятинче 24 çын валли ĕç вырăнĕ туса панă. Вĕсем хальлĕхе пĕр сменăпа ĕçлеççĕ. Акă, шыв аккумуляторĕсене туса кăларакан производство цехĕн начальникĕ С.Леонтьев кунти ĕç-пуçа пĕр чăрмавсăр тĕрĕс йĕркелесе пырассишĕн тăрăшать. В.Павловпа А.Павлов тимĕр касакансем /ÿкерчĕк çинче/ станок çинче çурма баксем валли тимĕр листасене палăртнă калăпăшпа касаççĕ. А.Андреева, Е.Некрасова тата И.Егорова штамповщиксем кирлĕ виçепе касса кăларнă хатĕр тимĕре преслакан станок çинче хатĕрсенчен тĕп продукци тумалли изделисене хатĕрлеççĕ, Б.Мясниковпа В.Григорьев сварщиксем сварка агрегачĕпе икĕ çурма бака шăратса сыпăнтараççĕ, В.Петровпа В.Мясников изделисене хатĕр кондицие çитереççĕ. Унтан вĕсене кирлĕ тĕспе сăрлаççĕ, болтсене те хытарса лартаççĕ тата ытти те. Кунне вĕсем 300-350 гидроаккумулятор туса кăлараççĕ. Хатĕр продукцие саккаспа Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсене ăсатаççĕ.
Кăçалхи 5 уйăхра предприяти 50 млн тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. 2015 çулхи çак тапхăрти вăхăтпа танлаштарсан 3 хут ытларах продукци хатĕрлесе кăларнă.
«Пĕрлĕхре - вăй», теççĕ. Апла пулсан пĕр-пĕрне ăнланса пырсассăн çитĕнÿ пĕлтĕрхипе танлаштарсан татах та пысăкланĕ. Малалла та производство калăпăшне тата тупăшне ÿстерсех пыма тăрăшаççĕ кунта ĕçлекенсем.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА.