АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыв чемпионачĕ - Шупашкарта

23 июня 2016 г.

Шупашкар çăмăл атлетикăн тĕп хули пулса тăчĕ. «Олимпийский» стадионта спорта юратакансем тахçантанпах кĕтнĕ çĕршыв чемпионачĕ старт илнĕ. Ку ăмăрту - Чăваш Ен çĕрĕ çинче пиллĕкмĕш хут. Йăлана кĕнĕ ăмăртăвăн сумĕ пысăккине кура спортсменсене хавхалантарма çын нумай пухăннă. Вĕсене спорт уявĕпе саламлама сумлă хăнасем килсе çитнĕ: ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев, РФ çăмăл атлетика федерацийĕн ертÿçи Д.Шляхтин, федерацин тĕп секретарĕ М.Бутов, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Ю.Борзаковский, Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ С.Шелтуков, пирĕн паллă ентешĕмĕрсем - СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕсем, Олимп чемпионĕсем - Е.Николаевăпа В.Егорова тата ЧР çăмăл атлетика федерацийĕн председателĕ В.Иванов. М.Игнатьев чи малтанах Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн ертÿçисене çак ăмăртăва ирттерме шаннăшăн тав тунă. Ăмăрту çамрăксене спортпа туслă пулма хавхалантарнă, куракансене хаваслă кăмăл-туйăм парнеленĕ. Чăваш Енре пурăнакансем çăмăл атлетикăна ĕлĕкренпех юратаççĕ, спортпа туслисен йышĕ паян та пĕчĕк мар пирĕн. Чăваш Енрен тухнă паллă спортсменсемпе мухтанатпăр, вĕсенчен тĕслĕх илетпĕр. Республикăра спорта аталантарас енĕпе те сахал мар ырă ĕç тунă, малашне те çĕнĕ пуçарусем пулĕç. Паянхи спорт уявĕ спортсменсене кăна мар, кашни çынна кирлĕ. Уйрăмах хальхи çăмăл мар вăхăтра. Эпир йывăрлăха чăтма хăнăхнă. Çак лару-тăрура хастарланатпăр, çирĕпленетпĕр. Раççей - чи вăйлă çĕршыв, унта пурăнакансем - çĕнтерÿçĕсем, - тенĕ Михаил Васильевич спортсменсене пуç усмасăр малаллах талпăнма сунса. Д.Шляхтин та атлетсене çирĕпрех пулма чĕнсе каланă. Раççей чемпионатне 60 регион чысне хÿтĕлекен 775 спортсмен хутшăннă. Вĕсенчен 31-шĕ - РФ спортăн тава тивĕçлĕ, 156-шĕ - спортăн тĕнче класлă мастерĕ, 411-шĕ - Раççей спорт мастерĕ. Çăмăл атлетсем тăватă кунра спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртса медальсен 42 комплекчĕшĕн тупăшрĕç. Чăваш Ене Европăпа тĕнчере ят-сума тивĕçнĕ чи ăста та пултаруллă атлетсем килнĕ.  

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика