21 июня 2016 г.

Çветуй Троица кунне Энĕшпуç ялĕнче Раççей МЧСĕн Пушар хуралĕн тата Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкне халалласа митинг иртрĕ. Кунта пушарнăйсене халалланă палăка официаллă лару-тăрура уçрĕç.
Вут-çулăмран пĕчĕк ачана йăтса тухакан пушарнăя калăпласа тунă палăка Пушар депо çурчĕ çумĕнче лартнă. Ăна «Раççей МЧСĕн ветеранĕсен Канашĕн» председателĕн заместителĕ, «Энĕшпуç ял тăрăхĕн вут-çулăмпа кĕрешекенсен канашĕ» обществăн председателĕ В.Нягин, ял администрацийĕ, ял çыннисем тăрăшнипе кĕске вăхăтрах хăпартса лартрĕç. Палăк хыçĕнче вырăсла «Обеспечим пожарную безопасность общими усилиями» тесе çырса хунă баннер вырнаçтарнă.
Митинга «Энĕшпуç ял тăрăхĕн вут-çулăмпа кĕрешекенсен канашĕ» обществăн председателĕ В.Нягин, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, организаципе контроль тата кадрсем енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Н.Павлов, Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, «Дент-а-мед» стоматологи клиникин тĕп тухтăрĕ Ю.Зорин, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн сотрудникĕсемпе ветеранĕсем, Вăрмарти 39-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн ĕçченĕсем, ял халăхĕ хутшăнчĕç. Митинга уçни ял администрацийĕпе юнашарах вырнаçнă ял чиркĕвĕнче чан çапнипе пĕр килни те символлă пулчĕ.
В.Нягин Энĕшпуç ялĕн пушар хуралĕ еплерех йĕркеленсе кайса аталаннипе паллаштарчĕ, çынсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ĕçре Энĕшпуçсен витĕмĕ Чăваш Республикинче, Атăлçи Федераллă округра пысăк пулнине палăртрĕ. Сăмахран, кунтан пушар хуралĕн 130 яхăн ĕçченĕ, çав шутра 56 пушарнăй офицер тухнă. Çак кăтарту Атăлçи Федераллă округра чи пысăкки. Паллă тавра пĕлÿçĕ И.Криков хăйĕн «На линии огня» кĕнекинче Энĕшпуçĕнчен тухнă пушарнăйсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Сăмахран, Энĕшпуçĕнче çуралса ÿснĕ, нумай пулмасть Екатеринбургри пушар хуралĕн службин патшалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Шупашкарти пушар хуралĕн 6-мĕш чаçĕнче караул начальникĕнче вăй хуракан çамрăк офицера А.Алексеева мухтарĕ В.Нягин. Ĕçе чунтан парăнса ĕçленĕшĕн Раççей МЧСĕн Тĕп Управленийĕн Тав хучĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, ял администрацийĕн специалисчĕ В.Муллина, Хисеп грамотине райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов тивĕçрĕç.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов палăка кĕске вăхăтрах, пĕр эрне хушшинче, хăпартса лартнă çĕре хутшăннă ял çыннисене тав сăмахĕ каларĕ, О.Семенова, Н.Фролова, Е.Козлова, В.Волкова Тав хучĕсемпе чысларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Н.Павлов районти оперативлă лару-тăрупа, пушарсене хирĕç кĕрешекенсен ĕçĕпе паллаштарчĕ, ял çыннисене район администрацийĕн ятĕнчен грамотăсем пачĕ. Митингра Энĕшпуç ялĕнчен тухнă, Мускавра пурăнакан, Раççейри чăвашсен Чăваш наци культура автономийĕн ĕçтăвкомĕн председательне В.Дмитриева, вице-президентне «Энĕшпуç ялĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ят пачĕç.
Çавăн пекех çак кун Медицина ĕçченĕсен кунĕпе пĕр килчĕ. Медицина ĕçченĕсене те уяв ячĕпе чысларĕç. «Дент-а-мед» стоматологи клиникин тĕп тухтăрĕ Ю.Зорин Чăваш наци конгресĕн ятĕнчен О.Петрова, П.Изосимова тата ытти хастарсене Тав, Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Митинга хутшăннă çынсем палăк умне чечексем хучĕç, пĕрле пухăнса, ушкăнăн-ушкăнăн сăн ÿкерĕнчĕç. Мероприяти вĕçĕнче Вăрмарти 39-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн ĕçченĕсем пушар техники мĕн тума пултарнине кăтартса шыв пĕрĕхтерчĕç. Малалла ял çыннисем уявра савăнчĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.