21 июня 2016 г.
Çуллахи каникул вăхăчĕ пуçланни аслисен умне яваплăх кăларса тăратать. Чылай чухне ачасен ашшĕ-амăшĕсем те вĕсен канăвне йĕркелес тесех кимĕсем çине ларса шыв тăрăх ишсе экскурси йĕркелеççĕ тата ытти те.
Шыв хĕрне кайиччен малтан ачасене умра килсе тухма пултаракан хăш-пĕр япаласем çинчен каласа ăнлантармалла. Карели Республикинче пулса иртнĕ инкек пирĕн ума килсе ан тухтăр тесе тăрăшмалла. Шывăн турачĕ çук, вăл шÿте юратмасть.
Инкек ытларах чухне ачасем ишме пĕлменнипе килсе тухаççĕ. Ишме пĕлекенсем хăйсене шанчăклă тытса е пултарулăхне кăтартас шутпа шывра ăмăртма пăхаççĕ е тĕрлĕрен вăйăсем шухăшласа кăлараççĕ. Вĕсем хушшинче ишме пĕлменнисем ыттисенчен юлас мар тесе е хăйсем ишме пĕлменнине çын умĕнче кăтартас марришĕн ăмăртăва хутшăнаççĕ. Кун пек чухне вара инкек пуласси куç умĕнче. Çавăнпа та ачасем ишме пĕлмесен е япăхрах ишнине туйсан ашшĕ-амăшĕсен тĕпренчĕкĕсене хăйсем тĕллĕн шыв хĕрне ямалла мар. Инкек куçа курăнса килмест тенĕ пек, тепĕр чухне лайăх ишекен ачасен те шывра тарăнрах çĕрелле кайсан урана шăнăр хутлатса лартма пултарать, çын путать. Кун пек чухне çурăм çине выртмалла та хăвăртрах шывран тухмалла. Шыв çаврăнса тăракан вырăна лексен, тÿрех хăраса ÿкмелле мар, вăрăммăн сывласа илсе шыва чăмăр та хăрушлăхран айккинелле ишсе кайма тăрăшăр. Шыв курăкĕпе çыхланса ларсан та хăвăра лăпкă тытма пĕлмелле. Пĕлмен вырăнта пачах та шыва чăмма юрамасть, малтан тавралăхпа паллашăр, унтан тин шыва кĕрĕр. Апатланнă хыççăн та тÿрех шыва кĕме юраманнине ан манăр. Шывра мĕнле пулмаллине, харпăр хăйне мĕнле тытмаллине астусах тăрсан инкексем те сахалтарах пулĕччĕç. Шыва кĕрсен асăрханулăха ÿстермелле.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Ю. ЕФИМОВ, райадминистрацин ятарлa программaсен пайeн начальникe.