21 июня 2016 г.

1920 çулхи февраль уйăхĕнче В.И.Ленин пуçарнипе йышăннă ГОЭЛРО планĕ çĕршыв аталанăвĕнче калама çук пысăк вырăн йышăннă. Совет влаçĕн çулĕсенче ялсемпе хуласене те талккăшпех электрификацилес ĕç питех те анлăн сарăлнă. Электрификаци промышленность производствине хăватлăн аталантармалли çул-йĕр пулса тăнă. Вăл ялхуçалăх процесĕсене малалла механизацилеме питĕ нумай пулăшнă.
Кĕтне шывне пĕвелесе электричество вăйĕпе усă курма тытăннăранпа кăçалхи февраль уйăхĕнче 68 çул çитрĕ. Кĕтне юханшыв хĕрринче вырнаçнă Вăрмар районĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕ Тутар Республикипе чикĕленет. Кĕтнен тепĕр енче - тутарсемпе вырăссем. Чăвашсем вĕсемпе пĕр çемьери пек килĕштерсе туслă пурăнаççĕ.
Мĕн авалтан çынсене çут çанталăк пуянлăхĕпе пурнăçра туллин усă курасси, ăна алла илесси канăç паман. Хĕрлĕçырта пурăнакан çамрăк Хĕветĕре те, пысăк тавракурăмлăскере, самаях шухăшлаттарнă çакă. Çамрăклах ĕçпе пиçĕхсе ÿсет. Мĕнле кăна ĕç шанса памаççĕ-ши ăна? Вăлах платник те, тимĕрçĕ те, мельник те. 1935 çулта, районти колхоз шкулĕнчен вĕренсе тухсан, Ф.Сапаркин выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлеме тытăнать. Ăна ферма заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ. Икĕ çул çурă ĕçлесе фермăсене пысăк тупăш паракан тăвать.
Çамрăк пулнă-ха Федор Евдокимович, 25 çулта кăна, апла пулин те хастарлăхĕ пысăк. Унăн пултарулăхне палăртса ĕнтĕ 1938 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче пулса иртнĕ пухура колхозниксем ăна «Хĕрлĕ Кĕтне» колхоз председателĕ пулма суйлаççĕ.
Шаннă, ĕненнĕ ăна. Çамрăк Хĕветĕр колхозниксен шанăçне тÿрре кăларма тăрăшнă.
- Колхоз пысăк тухăç илекен пултăр тесен обществăлла хуçалăха пур енĕпе те аталантарса пымалла, - тенĕ вăл. Колхозниксене те çаплах ăнлантарса панă.
1937-1938 çулсенчи пĕтĕмлетÿ тăрăх тухăçлă тыр-пул çитĕнтернĕшĕн колхоз Пĕтĕм Союзри ялхуçалăх выставкине хутшăнма тивĕçлĕ пулнă.
1939 çулта колхоза кĕнĕ хуçалăхсем 155 шутланнă, вĕсенче 614 çын, колхоз ĕçне хутшăнакансем 301 çын пулнă.
Тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 598 гектар çинче туса илнĕ. Унсăр пуçне 3 гектар çинче улмуççи, 0,25 гектар çинчи чие йывăççи тухăç панă. Хăмла 2 гектар пулнă. Хуçалăхра мĕнпур ĕçсене пурнăçласа пыма уй-хир бригадисем тăваттă йĕркеленĕ. Вĕсен хушшинче социализмла ăмăрту пуçарса янă. Колхоз ялхуçалăх техникипе пуянлансах пынă: 1 автомашина, 1 двигатель, 2 молотилка, 4 сеялка, лаша плугĕсем - 32, культиваторсем - 4, сортировка - 1 тата ытти техника та пулнă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те вăй илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх 128 пуçа çитнĕ. Çав шутра ĕнесем - 57, лашасем - 77, сурăхсем - 13, вĕлле хурчĕн çемйи 21 пулнă. Строительство ĕçĕсем те анлăн сарăлнă. Тырă хумалли амбарсем - 7, мастерской - 2, пăру вити 2 туса лартнă.
1939 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче колхозниксен пĕрлехи пухăвне ирттернĕ. Унта 210 çын хутшăннă. Кĕтне шывне пĕвелес ыйтăва сÿтсе явнă. Йывăç касса пĕренисене Кĕтне шывĕ тăрăх антарма йышăннă. Колхоз çулсерен тĕрекленсе, унта кĕрекенсен хисепĕ те ÿссех пынă. 1941 çул тĕлне колхоза 180 хуçалăх кĕнĕ. Пурĕ 641 çын, хутшăнакансем 532 çын пулнă. Тупăш 101156 тенке çитнĕ. Анчах сасартăк хăрушă хыпар персе çитет. Кашнин чĕрине çĕçĕпе чикнĕ евĕр туйăнать çак кĕтмен çĕртен илтнĕ хыпар. Ирсĕр нимĕç фашисчĕсем пирĕн юратнă Тăван çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăннă.
/Малалли пулать/.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.