21 июня 2016 г.

Чăваш Республикин экспертсен ушкăнĕпе общественноçне Волгоградри тата Çĕнĕ Шупашкарти чи пысăк «Химпром» хими предприятийĕсене пĕрлештерме пултарасси хумхантарнă. Нумай пулмасть кунашкал пуçарупа Раççей Патшалăх Думин депутачĕ, «Справедливая Россия» партин Чăваш Енри лидерĕ А.Аксаков калаçнă. Кунта нимех те çук пек, пĕрле ялан аванрах. Анчах та хальхи лару-тăрура çакă тĕрĕсех мар.
Ку çеç те мар-ха, экспертсем хакланă тăрăх, Волгоградри «Химпромăн» çĕршыври чи авариллĕ оборудованийĕ Çĕнĕ Шупашкар хулине çитме пултарать. Чăваш Республикин территорийĕнче асăннă предприятин кондицие ларман чĕртаварпа сывлăхшăн сиенлĕ хими каяшĕсем пулма пултарни хăрушлăх кăларса тăратать.
Чăваш экологĕсемпе профессиллĕ химикĕсем кунашкал сĕнĕве хирĕç хыттăн каланă. Специалистсен шучĕпе, икĕ предприятие пĕрлештерни экономика енчен тупăшлă пулманнипе пĕрлех республикăра пурăнакансен сывлăхне тата экологие хăрушлăх кăларса тăратать.
Сăмахран, Раççейри «Зеленые» экологи партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн руководителĕ В.Ласс пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен паянхи куна экологи тĕлĕшĕпе Раççейри «Чи симĕс» 10 регионĕсен малтанхи йышне кĕнĕ. Çакна упраса хăвармашкăн нумай вăй хурас пулать. Тепĕр енчен илсен Волгоградри кивĕ производствăна тата хими каяшĕсене Çĕнĕ Шупашкара куçарни Чăваш Енри экологи лару-тăрăвне пĕтĕмпех япăхлатать.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ органикăпа фармацевтика хими кафедрин заведующийĕ, химипе фармацевтика факультечĕн деканĕ, Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» предприятипе çыхăну тытакан профессор О.Насакин кун пек пуçару пирки хăйĕн шухăшне уççăнах палăртнă.
«Ман шутпа, çак шухăш чăн та йĕркесĕр. Эпĕ шутланă тăрăх, çакна сĕнекенсем мĕн чухлĕ япăхрах, çавăн чухлĕ лайăхрах принципа тĕпе хурса шухăшлаççĕ пулмалла», - тесе пĕлтернĕ О.Насакин. Вăл чи лайăххисене пулăшмаллине, çак лару-тăрура вара Волгоградри предприяти çухатнă рынокри конкуренцие Çĕнĕ Шупашкарти «Химпромăн» хăйĕн производствине ÿстерсе тата çĕнетсе пырса аталантармаллине каланă. Палăртас пулать, Волгоградран Çĕнĕ Шупашкара чи наркăмăшлă япаласене - хăрушлăх кăларса тăракан сарă фосфора 100 тонна чухлĕ кÿрсе килнĕ те ĕнтĕ. Хими профессорĕ Насакин кун пирки çапла пĕлтернĕ: «Сарă фосфора шыв айĕнчен турттараççĕ, унтах ăна упраççĕ, мĕншĕн тесен вăл сывлăшра хыпса çунма пуçлать. Çыннăн ÿтне лексен хĕрме тытăнать, унтан çунма пуçлать, сÿнтерме те май çук ăна. Çын чĕрĕллех çунса каять. Пĕтĕм хлорорганика хăрушлăхĕ вăл - çуннă чух диоксин хутăшĕ пулни. Вĕсем вара çĕр çинчи чи хăрушă япаласем, вĕсем цианлă калинчен те 67 пин хутчен наркăмăшлăрах». Уйрăмах Волгоградри «Химпром» обществин официаллă сайтĕнче кун пирки çапла пĕлтернĕ: «Волгоградри «Химпром» акционерсен уçă обществинче сарă фосфор урăх çук. Унăн çĕнĕ хуçи... Чăваш Республикинчи Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» ПАО» пулса тăнă. Сарă фосфора тиесе илсе килессипе тата ăна упрассипе çыхăннă расхутсемпе яваплăха пĕтĕмпех туянакан хăй çине илет».
Хула тăрăхĕнче вырнаçнă предприяти территорийĕнче кондицие ларман упранакан япаласем халĕ ытти регионсенче, çав шутра Çĕнĕ Шупашкарта пулни Волгоградри химиксемпе унта пурăнакансен кăмăлне çĕклени пирки тавçăрмалли çеç юлать. Чăваш Енре пурăнакансен мĕншĕн-ха çакна пула асапланмалла? Тен, кун пирки А.Аксаковран ыйтмалла?
Источник: "Урмарская районная газета"